Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ Вăрнарти IT-Куба хаклă парне кÿнĕ.
3D-принтер программировани вăрттăнлăхĕсене алла илекенсемшĕн чăннипех те хаклă. Завод директорĕ Владимир Свешников цифра аталанăвĕн центрĕнче тимлекенсене ăнăçу, ачасене вара ăс-хакăла, пултарулăха анлăрах аталантарма суннă.
IT-Куб шкул ачисемшĕн питĕ кирлĕ площадка пулса тăчĕ. Вăл чăннипех паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен вĕрентÿ хутлăхĕ шутланать. Çамрăк ăрăвăн информаци технологийĕсене кĕçĕн çулсенченех анлăн алла илме май пур.
Ноябрь 2024 |