Сумлă юбилейпе саламларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.12.2017, 15:58 Просмотров: 667

Туçи Мăрат ялĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Никон Федорович Федоров çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Юбилейпе саламлама ăна аякри Çĕпĕрте пурăнакан ывăлĕсемпе тăванĕсем тата ял-йыш пуçтарăнчĕç.

Чи малтан ĕçпе вăрçă ветеранне саламлама ăна шефа илнĕ Туçи Мăрат шкулĕнче вĕренекенсем çитрĕç. Вĕсем Никон Федоровича тата унăн тăванĕсене салтак юррисем юрласа, чăваш ташшисем ташласа кăтартрĕç. Шкул коллективĕ ячĕпе ветерана истори учителĕ Петр Яковлевич Золов саламларĕ, çирĕп сывлăх тата телей сунчĕ. Ватă çын шкул ачисен концерчĕпе питĕ кăмăллă пулчĕ.

Никон Федорович хăйĕн çамрăклăхне аса илчĕ. Ăна 17 çул тултарсанах, 1944 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче, фронта илнĕ. Полк шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн Дунай флотилине янă. Çĕнтерÿ кунне Никон Федорович тахçан вырăссен чаплă полководецĕ Суворов турăксенчен штурмпа туртса илнĕ Измаил крепоçĕнче кĕтсе илнĕ.

Вăрçă пĕтсен служба малалла тăсăлнă. Измаил крепоçĕ хыççăн Никон Федорович Австрире, каярахпа Венгрире тата Румынире службăра тăнă. Хăй çуралнă яла 1951 çулхи май уйăхĕнче çеç таврăннă, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Карл Маркс ячĕпе хисепленекен колхозра 30 çул уй-хир бригадирĕнче, агрономра тата хăмла ÿстерес ĕçре тимленĕ. Ырми-канми ĕçшĕн ăна «Хисеп палли» орден тата медальсем парса чысланă.

,çпе вăрçă ветеранĕ хăйĕн мăшăрĕпе 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем тата мăнукĕсем учитель, инженер, экономист, шахтер, тухтăр пулса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлеççĕ.

Виктория КИРИЛЛОВА,

Туçи Мăратри шкулта 9-мĕш класра вĕренекен.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика