Шупашкарти ГЭС-а сирпĕтмелли хатĕр хурса хăварнă – çакăн пек хăрушла пĕлтерÿ килнĕ «112» номер çине иртнĕ кĕçнерникун.
Ăна тĕрĕслеме тÿрех мĕнпур çăлав тата йĕркелĕх хуралĕн службисем çĕкленнĕ. Телее, усал хыпар чăна килмен. Телефон «террористне» те хăвăртах палăртнă. Суя пĕлтерÿпе мĕнпур службăна çуйхашатаканĕ Çĕнĕ Шупашкар çынни иккен. Шÿтлеме хăтланнă чух вăл ÿсĕр пулнă. Анчах вăйăран вăкăр тухать, теççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн çакнашкал «шÿтшĕн» 5 çул таран ирĕксĕр юлма пулать.
Йĕрке хуралĕн информацийĕ тăрăх, иртнĕ эрнере Раççейре шкулсенче минăсем «хунине» пĕлтерни чылай пулнă. Суя электронлă çырусене пула республикăра та 400 енне вĕрентÿ заведенине тĕрĕсленĕ-мĕн.
Ноябрь 2024 |