Чăваш кĕнеке издательстви хĕрарăмсем валли «Алран алла» ярăм уçнăччĕ.
Çав ярăмри пĕрремĕш кĕнекепе, «Инкеклĕ телей» ятлăскерпе, вулакансенчен хăшĕсем паллашма ĕлкĕрчĕç. Ярăма малалла тăсса иккĕмĕш кĕнеке пичетлесе кăлартăмăр. Вăл «Йăкăнат авланать» ятлă. Унта Валентин Васильев-Уçăм çырнă «Хĕвеле тÿртĕн пÿрт» повесть-новелла, Сергей Ялавинăн «Çул çинче», Василий Петровăн «Çыру», Светлана Асаматăн «Çын сăмахĕ», Дмитрий Верендеевăн «Йăкăнат авланать», Александр Артемьевăн «Савăксăр сад», Андрей Растворцевăн «Чи хаклă мул», Александр Пономаревăн «Хинган шуçăмĕ» калавĕсем кĕнĕ.
Кĕнекери произведенисем вулакана пурнăçăн тем тĕрлĕ кукăр-макăрне те илсе кĕреççĕ. Унти сăнарсем – чĕрĕ çынсем пекех. Вĕсен те пĕр пурнăç кăна, вĕсен те телейлĕ пулас килет, анчах... Пĕрин кун-çулне тискер этем татать, тепри чун çирĕплĕхĕ çуккипе хăй шăпине хăй пăсса хурать, виççĕмĕшĕ çын элекĕнчен хур курать, тата тепри çăткăнлăхне чараймасть. Ах, мĕн тери шеллес килет В. Петров калавĕнчи Улине инкене, анчах кама айăплас ун ватлăхĕ çапла килсе тухнишĕн; Тĕслĕх илмелли ырă сăнарсен кун-çулĕ те яп-яка çулпа пымасть. Пурнăç ăçтан тикĕс пултăр;..
Галина АНТОНОВА, кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ.
Ноябрь 2024 |