Шăматкун районти вĕрентÿ пайĕ ашшĕ-амăшне кăсăклă мероприятие хутшăнма – патшалăхăн пĕрлехи экзаменне (ЕГЭ) тытма – май пачĕ.
Пĕтĕм Раççейри ку акцие Вăрнарти 1-мĕш шкулта йĕркелерĕç. Аслисен выпускниксен вырăнĕнче пулма тиврĕ: вĕсем ЕГЭ процедурине туллин тухрĕç. Кашнине телефон е шпаргалка илсе кĕресрен металлодетекторпа тĕрĕслерĕç, палăртнă пÿлĕмсене ăсатрĕç. Кашнин хăйне уйăрнă парта. Экзамен вăхăтĕнчи асăрхав та çирĕп пулчĕ.
Вырăс чĕлхипе харпăр хăй пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем чылаййăн килнĕ. Вăл шутра – район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов та.
Мероприяти «çавра сĕтелпе» вĕçленчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Егорова патшалăх экзаменĕ хумхануллă пулнине, анчах та нумай чухне ачасем мар, ашшĕ-амăшĕ ытларах пăшăрханнине палăртрĕ. Ку акци çак туйăма сирме пултарассине каларĕ: ачасене ăнлантармалла çеç.
Андрей Тихонов кирек мĕнле экзамен та студент синдромне çуратнине пĕлтерчĕ. «Паянхи тĕрĕслев ЕГЭ процедури хăрушă маррине, шкулта илнĕ пĕлÿ ун витĕр хумханмасăрах тухма май пуррине кăтартса пачĕ», – терĕ вăл.
Ашшĕ-амăшĕ те хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
