«Вăрнар районĕнче 22-ри тата 21-ри пиччĕшĕпе шăллĕне çула çитмен хĕрачана мăшкăлланăшăн 13 çул та 2 уйăхлăха тата 12 çул та 2 уйăхлăха йĕплĕ карта леш енне ăсатнă. Çак вăхăта малашне вĕсен çирĕп режимлă колонире ирĕксĕрлĕхре ирттерме тивет.
Çавăн пекех хушма наказани те пур: пĕринне 1,5 çуллăха, тепринне çулталăклăха ирĕклĕхе чакарнă», – пĕлтереççĕ районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕнчен.
Следствипе Вăрнар район сучĕ палăртнă тăрăх, 2015 çулхи çулла çак икĕ çамрăк пĕр ялтах пурăнакан çула çитмен хĕрачана хăйсен çуллахи пÿртне вăйпах илсе кĕрсе черетпе мăшкăлланă. Кунсăр пуçне 2016 çулхи ноябрьте пĕртăвансенчен асли хĕрачана пусахласа каллех вăйпа ар çыхăнăвне кĕнĕ.
Преступленилле ку фактсене шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен вĕрентÿ учрежденийĕсенче ирттернĕ профилактика рейчĕ вăхăтĕнче палăртма май килнĕ. Çамрăксен айăпне суд экспертизисен кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ. Шар курнă хĕрачана психологи енчен тата реабилитаци пулăшăвĕ панă.
Ноябрь 2024 |