Йăлана пăрахăçласшăн мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.01.2018, 10:08 Просмотров: 561

Сурхурипе Кăшарни  хушшинче  ĕлĕк çамрăксем  çветкă чупнă. Çак йăла нумай çĕрте  пăрахăçа тухнă, Хирпуç ялĕнче вара вăл çĕнерен вай илсе пырать темелле.

90-мĕш çулсенче Н.Т.Петров культура ĕçченĕ йĕркеленипе çветкă вылякансем ял тăрăх çÿреме пуçларĕç. Баян каласа килрен-киле кĕрсе тухса хăналанса çÿретчĕç çветкă ачисем.

Кăçал та Хирпуç артисчĕсем çветкă пулса килсем тăрăх тухрĕç. Йĕркелÿçисем – А.Н.Илларионова тата Н.В.Михайлова. Пĕри купăс калать, тепри пăрçа сапса такмаклать. Пурте тĕлĕнтермĕш маскăсем тăхăннă, паллама та май çук.

Çынсем çветкă чупакансене хапăл туса кĕтсе илнĕ, кучченеçсем панă, ĕлĕкхи йăла-йĕркене пурнăçласа пынăшăн тав тунă. Çветкă чупакан ушкăнрисемшĕн тата ял çыннисемшĕн çак культурăлла ĕç нумайлăха асра юлĕ.

Ираида Феофанова. Хирпуç.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика