Асăрханăр – суррогат!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.09.2021, 09:43 Просмотров: 309

Чăваш енре суррогатлă алкоголь продукцине ĕçсе наркăмăшланнă тĕслĕхсем ÿснĕ. Хальхи вăхăтра 10 çын аптранине регистрациленĕ.

Палăртмалла, суррогатра метил спирчĕ нумай. Унра наркăмăш пуртан этем пурнăçран уйрăлать. Çавăнпа та алкоголь продукцине уйрăм çынсенчен илмелле мар, суту-илÿ точкисенче кăна туянмалла.

Асилтеретпĕр, кăçалхи утă уйăхĕнче Элĕк районĕнче метил спирчĕпе наркăмăшланса 4 çын вилнĕ. Ку тĕлĕшпе Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ тĕрĕслев ирттерет.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика