Ку тискер преступлени Вăрнарта пĕлтĕрхи августăн 26-мĕшĕнчи каçхине пулса иртнĕ. Тĕлĕнмелли çук – иккĕшĕ те çак вăхăт тĕлне эрех ĕçсе хĕрни паллă.
67-ри кил хуçипе иккĕмĕш сыпăкри 56-ри шăллĕ, тем пайлаймасăр, тахăш вăхăтра хирĕçсе кайнă. Аслăраххи аллине пăрăх тăрпа ярса тытнă, шăллĕне кÿпкеме пуçланă. Следовательсем каярах палăртнă тăрăх, 37 хутран кая мар тивертнĕ вăл ăна – пуçран та, кĕлеткерен те. Пуç шăммипе мими сиенленнĕ, 10 айăк шăмми хуçăлнă пирки тата ытти сурансене пула арçын кăшт вăхăт иртсен вилсе кайнă.
«Тĕттĕмре эпĕ ăна паллаймарăм, хама такам тапăнасшăн тесе шутларăм», – ăнлантарма пăхнă айăпланакан арçын следстви тата суд ларăвĕ вăхăтĕнче.
«РФ Уголовлă Кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе пуçарнă уголовлă ĕçпе суд айăплав приговорĕ кăларнă ĕнтĕ. 67-ри арçынна 9,5 çуллăха обществăран уйăрса хупса лартма йышăннă. Суд приговорĕ хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен», – пĕлтереççĕ Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕнчен.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |