Саккуна ан пăс – пуçран ачашламаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.02.2018, 08:56 Просмотров: 457

Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн информацийĕ тăрăх, иртнĕ эрнере преступленисем çинчен пĕлтернисене темиçе те регистрациленĕ, административлă йĕркене пăснă тĕслĕхсем те пулнă.

Январĕн 29-мĕшĕнче акă пĕр çамрăк тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 134-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна 13 çулти хĕрачапа ар çыхăнăвне кĕнĕшĕн айăплаççĕ. Çамрăк унччен те суд умĕнче пĕрре мар явап тытнă: ют пурлăха вăрланăшăн тата транспорт хатĕрне саккунсăр майпа хăваласа тарнăшăн.

Иртнĕ юнкун Вăрнарта çул çинче инкек çырăннă. Карл Маркс урамĕпе ВАЗ-21154 машинăпа пынă водитель 13-ри хĕрача çине кĕрсе кайнă. Телее, вăл йывăр аманман, ура туни суранланнă.

Февралĕн 1-мĕшĕнче 28-ти И. укçа вăрланипе полицие лекнĕ. Вăл поселокри пĕр лавккара 72-ри ватăнне 650 тенкĕ йăкăртнă.

Февралĕн 3-мĕшĕнче полици пайне 50-ри Ф. хăйĕн 15000 тенкĕ çухални çинчен пĕлтернĕ. Каярах палăртнă тăрăх, укçана амăшĕн ирĕкĕсĕрех ывăлĕ илнĕ-мĕн.

Çавăн пекех Уйкас Явăш ялĕнче пурăнакан тата Вăрнар çыннисем пĕлĕшĕсене, çывăх çыннисене хĕненисем çинчен пĕлтерÿсене регистрацилесе мерăсем йышăннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика