Коррупци – çивĕчлĕхне çухатман, кăткăс ыйту. Ăна массăллă информаци хатĕрĕсенче хускатмасăр май çук.
Кунашкал обществăшăн сиенлĕ тĕслĕхсене уççăн пĕлтермелле, питлемелле, кирек мĕнле пысăк должноç йышăнакана та коррупцишĕн мĕн кĕтнине кăтартмалла. Анчах мĕнле çитермелле-ха халăх патне ку информацие; Чи малтанах йĕрке хуралĕн органĕсен ĕçне чăрмав кÿмелле мар, иккĕмĕшĕнчен, сас-хура шайĕнчи тĕрĕслемен хыпарсене сарма юрамасть – ку ĕçре хăйĕн уйрăмлăхĕсем нумай. Çакăн пирки калаçрĕç те кĕçнерникун Чăваш ен Цифра министерстви ирттернĕ семинар-канашлура. Ăна Коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне йĕркелерĕç.
Кристина Майнина министр республикăри радио-телевидени, хаçат-журналсем коррупциллĕ пулăмсене сивлессине пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Ку темăна çутатассине саккунлă майпа пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ, терĕ. Унпа семинара хутшăннă экспертсем те килĕшрĕç. Официаллă СМИсем патне ку тĕлĕшпе, тĕпрен илсен, ыйтусем çук-мĕн. Йăнăшсемпе çитменлĕхсене ытларах чухне Интернет сетĕнчи информаци «çăлкуçĕсем» яраççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – хыпара хăвăртрах, пуринчен малтан кăларасси. Чăннипе мĕн пулса иртнине тĕрĕслесси пирки вара сăмах та пымасть.
Сăмах май, канашлу эксперчĕсен, служба тивĕçĕсене кура, коррупци темине çутатассипе хăйсен те кулленех тимлеме тивет. Вĕсем – Чăваш ен Прокуратурин, Шалти ĕçсен министерствин, Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн пресс-службисен ертÿçисем Алексей Якушевич, Олег Ашнин тата Евгения Кузнецова. Шăпах вĕсем тивĕçтерекен хыпарсем ĕнтĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хатĕрлекен материалсен никĕсĕ пулса тăраççĕ.
– Паллах, коррупциллĕ сиенлĕ пулăмсем пирки, яваплăх çинчен ытларах калаçмалла. Эсир, журналистсем, ку преступленисене асăрхаттарас ĕçре чылай пулăшма пултаратăр. Анчах çирĕп правилăна ан манăр: нихăçан та ан васкăр, çынсене тĕрĕсленĕ, шанчăклă хыпара пĕлтерессине тĕпе хурăр, – палăртрĕç вĕсем.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |