Парне суйлатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2021, 10:17 Просмотров: 403

Пурте кĕтекен Çĕнĕ çул уявĕ çывхарать. Кĕçех ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчи валли пылак парнесем хатĕрлеме тытăнать. Паллах, ун чухне питĕ тимлĕ пулмалла.

Астăвăр: кондитер изделийĕсенче апат-çимĕç хутăшĕсем, консервантсем сахалрах кирлĕ. Тата çакна пĕлмелле: абрикос вăрри, арахис аллергенсем шутланаççĕ, çавăнпа та сыхă пулмалла. Леденец канфета та, этанол 0,5: таран пур пылак çимĕçе те ачасене çитерме сĕнмеççĕ.

Апла-тăк, ачапчана Çĕнĕ çул хавхалану кÿтĕр тесен пылак парнесене суйланă чух мĕне пăхмалла;

Печени. Вар-хырăм чирĕсемпе аптăрасан тухтăрсем галет печенийĕ çиме сĕнеççĕ. Унта калори пĕчĕкрех.

Канфет. Шăккалат хушса хатĕрленисене суйламалла. Шăккалатра кали, кальци, магни, фосфор, А, С, Е витаминсем пур. Магни астăвăма лайăхлатать.

Зефир. Ку çимĕçре выльăх-чĕрлĕх, ÿсентăран çăвĕсем пачах та çук. Зефирти белок мышцăсене тĕреклетме пулăшать, глюкоза пуç мимин ĕçне лайăхлатать, иммунитета çирĕплетет.

Пастила. Çак çимĕçре те тĕрлĕ йышши çусем çук. Вăл диета продукчĕ шутланать.

Парнере кондитер изделийĕсемпе пĕрле тетте хурсан вăл апат-çимĕç продукчĕсене сиен кÿрекенни пулмалла мар.

Н.ВОЛКОВА,

республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн пай заведующийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика