Улмисем йывăççинчен аякка ÿкмеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2021, 10:18 Просмотров: 491

Нумай ачаллă çемьесем хисепре. Шăхальти Нинăпа Николай Яковлевсем те ырă ятра.

Маттур мăшăр ултă ачана çут тĕнче парнеленĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Ашшĕпе амăшĕн, паллах, ачисен çипуçĕ йĕркеллĕ, апат-çимĕçĕ те çителĕклĕ пултăр тесе сахал мар вăй хума тивнĕ. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Ачисем çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ. Икĕ хĕрĕ – тухтăр. Инна Калинино больницинче педиатрта тимлет. Надя Шупашкарта стоматологра ĕçлет. Медицина çулне уçса параканĕ – ашшĕ. Николай Михайлович нумай çул Вăрнар район тĕп больницинче хирургра, отоларингологра тăрăшнă. Хальхи вăхăтра Элĕкри больницăра хирурги уйрăмĕнче ĕçлет.

Тепĕр хĕрĕ Фаина Калининăра аптекăра фармацевтра вăй хурать. Ытти виçĕ ачи те маттур. Вĕсем хушшинче юрист та, инженер та, банк ĕçченĕ те пур.

Ашшĕпе амăшĕ çакăн пек ăслă ултă ачипе мухтанма тивĕçлĕ. Яковлевсем ытти çемьене тĕслĕх кăтартаççĕ.

Нина ПАРАМОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика