Пархатарлă ĕмĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2021, 10:18 Просмотров: 415

Чылайăшĕ Уравăшра ĕмĕр сукмакне такăрлатакан маттур çын пурăннине пĕлмест те пулĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ Варвара Порфирьевна Гаврилова ял-йышра хисепре. Вăл шăпах та паян, раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче, 100 çул тултарать.

Варвара Порфирьевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи тата ун хыççăнхи тертлĕ те асаплă çулсене паянхи кун та лайăх астăвать. Ун чухнехи ăру пуçа усман, каялла чакман. Халĕ те хастар.

Варвара Гавриловăна эпĕ питĕ хисеплетĕп. Вăл Уравăшри больницăра акушеркăра ĕçленĕ чухне ман аннене çăмăлланма пулăшнă. Паллах, ятлă-сумлă ентешĕмпе эпĕ курса калаçмасăр пултарайман. Вăл та мана кĕтнĕ. Варвара Порфирьевнăпа тĕл пулсан аттепе анне пирки нумай пĕлтĕм. Çывăх çынсем çинчен каланă кашни сăмахĕ маншăн питĕ хаклă. Ара, эпĕ вĕсене нихăçан та чĕррĕн курман-çке. Атте Мануил Федотович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, вăл командир пулнă. «Атте Уравăшра пурăннă, кайран аннепе пĕрле зооветтехникума пурăнма куçнă», – пĕлтĕм эпĕ 3–4 çул каялла Варвара Порфирьевнăпа калаçу пуçарсан. Ун чухне районта Акатуя уявланă хыççăн Елена Голубцовăпа ятлă-сумлă ватă патне çитсе килнĕччĕ.

Юбиляра çуралнă кунĕ тата çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп. Хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми телей тата вăй-хал сунатăп. Мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе тата нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр.

Н.ГРЕЧКО,

çыравçă, поэтесса, композитор.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика