Полицин «Вурнарский» пайĕ Вăрнар тата Элĕк районĕсенчи йĕркелĕхе сыхлассипе пуренлĕ тимлет. Ку енĕпе Раççей Шалти ĕçсен министерстви, регионти ведомство лартнă задачăсене пурнăçласси – пĕрремĕшле тимлĕхре. Туса ирттернĕ ĕçе пĕтĕмлетÿллĕ цифрăсем тăрăх хаклама пулать.
Полицин «Вурнарский» пайĕнче 11 уйăхра 352 преступление регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 4 тĕслĕх сахалрах. Çак тапхăрта йывăр (11,8%), уйрăмах йывăр (64,3%) преступленисен, вăтам йывăррисен (18,5%) шучĕ пĕчĕкленни курăнать. Ют пурлăха вăрлани 10,7, çаратнисем 27,3, çынсен кил-çуртĕнче пулнă киревсĕр ĕçсем 26 процент чакнă. Вăрă-хурахла тапăннипе (1), çаратнипе (2), чĕртсе çунтарнипе (1), вĕлерессипе хăратнипе (17) çыхăннă преступленисем вара унчченхи çулхи шайрах.
Çапах та, чылай кăтарту лайăх хаклава тивĕçнĕ пулин те, тимлĕхе вăйлатмалли ыйтусем пур-ха. Преступленисен хăшпĕр ушкăнĕсенче ÿсĕм палăрать. Сăмахран, ултавлă ĕçсем пĕлтĕрхи 11 уйăхринчен 32,4 процент ытларах. Интернет сечĕпе усă курса ют пурлăха вăрлани юлашки çулсенче инкек вырăннех пулса тăчĕ, вĕсем 6,8 процент ÿснĕ. Банк карттисенчен укçа-тенкĕ саккунсăр майпа куçарни – 31,3 процент.
Районти йĕрке хуралçисем палăртаççĕ: информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе е компьютер информацийĕн сферинче тунă преступленисене уçса парасси, чăн та, оперативлă ĕçре чи йывăррисен шутĕнче. Ун пеккисем 68 пулнă кăçал. Айăплисене явап тыттарас енĕпе кунсерен кăткăс ĕç пырать.
Çынсем ĕçкĕпе иртĕхни çав-çавах пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен преступленисен пысăк пайне ÿсĕрле тунине каламасăр май çук. Кăçал та ÿснĕ вĕсен шучĕ – 79-а çитнĕ. Йĕркене пăсма туртăнакан çынсен тепĕр категорийĕ вăл – ниçта ĕçлемесĕр пурăнакан, çавна май тупăш çук çынсем. Вĕсен айăпĕпе январь–ноябрь уйăхĕсенче 125 (пĕлтĕр – 101) киревсĕр пулăм çырăннă.
Обществăна сиенлекен тепĕр усал пулăмпа кĕрешесси асăрхавран тухмасть. Наркотиксен çаврăнăшне хирĕç тăрса, акă, çак тапхăрта 11 преступление шута илнĕ. Вĕсене уçса параслăх шайĕ – 81,8%.
Экономика тĕлĕшĕнчи преступленисем – 27 тĕслĕх. Иртнĕ çулхинчен 4 нумайрах тăрă шыв çине кăларнă кунашкаллисене. Вăл шутра 6-шĕ – суя укçапа çыхăннисем.
Полици пайĕн ĕç-хĕлне хаклакан тепĕр пĕлтерĕшлĕ пĕтĕмлетÿ – преступленисене çийĕнчех уçса пани, вĕсене тăвакансене тупасси. Ку кăтартăва 73,1 процента çити лайăхлатма май килнĕ. Çын сывлăхне юриех йывăр сиен кÿнĕ, хĕненĕ, хĕн кăтартнă, вĕлерессипе хăратнă, взятка илнĕ тĕслĕхсене, вак-тĕвек çаратнисене пурне те уçса панине палăртмалла.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |