Çĕнĕ çул умĕн обществăлла апатлану предприятийĕсенче хушма чару мерисем çирĕплетĕç: раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 23 сехетрен пуçласа кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен кафесемпе столовăйсем ĕçлемĕç.
Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе тимлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче Çĕнĕ çула килте, çемьепе пĕрле кĕтсе илме сĕннĕ.
Хăшпĕр район-хулара лару-тăру япăхлансан чару мерисем тата çирĕпрех пулассине пĕлтернĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. «Раççейре коронавирусăн çĕнĕ штамĕпе – омикронпа – чирленĕ тĕслĕхсем тупса палăртнă май уйрăмах тимлĕхе çухатмалла мар. Вăл Чăваш ене те çитме пултарать», – тенĕ Олег Алексеевич. Пирĕн республикăра хальлĕхе 581 пин çын (65 процент) вакцинациленнĕ. Прививка тутаракансене канмалли икĕ кун парса хавхалантарĕç. Аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вакцинаци пункчĕсем уçма сĕннĕ.
Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, шупашкарсем нумаййăн чирлеççĕ. Çав вăхăтрах Елчĕк, Элĕк, Шăмăршă, Тăвай, Улатăр районĕсенче те чирпе нушаланакан нумай. Роспотребнадзор ĕçченĕсем куллен рейда тухаççĕ.
Ноябрь 2024 |