Саккунлăх хÿтĕлевĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2024, 09:40 Просмотров: 347

Январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Следстви комитетне хăй тĕллĕн федераллă патшалăх органĕ туса хунăранпа 13 çул çитет. Çак дата умĕн Раççей Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи Владислав Дмитриевич КОННОВ журналистсемпе тĕл пулчĕ, пай ĕç-хĕлне пырса тивекен ыйтусене хуравларĕ.

- Владислав Дмитриевич, черетлĕ календарлă çул вĕçленчĕ. Апла пулсан ăна пĕтĕмлетме вăхăт.

- Тÿрех калас килет, пĕлтĕр пай коллективĕ пĕтĕмĕшле криминогенлă лару-тăру кăшт лайăхланнă условисенче ĕçлерĕ. Пирĕн следовательсем Канаш хулинчи, Канаш, Вăрнар, Вăрмар тата Тăвай округĕсенчи лару-тăрăва асăрхавра тытаççĕ. Вĕсенче преступленисем çинчен пĕлтернĕ тĕслĕхсем 554-ран ?2022 çул% 519-а çити ?2023% чакрĕç.

Следстви умĕнхи тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн 73 уголовлă ĕç ?виçĕмçул - 127% пуçарнă. Статистика даннăйĕсем следстви пайĕнче шута илнĕ преступленисен хисепĕ 6,3: тата уголовлă ĕçсене пуçарнин калăпăшĕ 42,5: чакнине кăтартаççĕ. Çынсене хирĕçле тунă хăрушă киревсĕр ĕçсене - вĕлернисене тата вĕлерме хăтланнисене, сывлăха йывăр сиенлесе вилĕм кÿнисене - уйрăм тимлĕхпе тишкернĕ. Сăмахран, 9 уголовлă ĕç çынсен пурнăçне татнă тата вĕлерме хăтланнă тĕслĕхсемпе пулнă, 6 - сывлăха йывăр сиен кÿни вилĕмпе вĕçленнипе, 3 - асăрхамасăр вилĕм кÿнипе. Палăртса хăвармалла, йывăр преступленисене ытларахăшне ÿсĕрле пурнăçлаççĕ.

Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса пама паян криминалистикăн çĕнĕ йышши технологи хатĕрĕсен пулăшăвĕ курăмлă. Хальхи технологисем, чăн та, питĕ тĕрĕс, хăватлă. UFED Touch комплекса, акă, мобильлĕ тата электронлă хатĕрсенчен хуратнă информацие тавăрма усă кураççĕ. Тепĕр приборсем вара преступленин çын куçне курăнман «йĕрĕсене» те асăрхаççĕ, вăл шутра - микропайсене те. Унсăр пуçне эксперт тишкерĕвĕсен çĕнĕ тĕсĕсем те хăвăртрах преступниксен йĕрĕ çине тухма май параççĕ: генетика экспертизисем, шăршă «йĕрĕсен» тĕпчевĕсем тата ыттисем. Çавăн пекех гипнорепродукци мелĕпе усă курма та май пур.

- Следовательсен тĕпчевĕнче 2023 çулта информаци-телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тунă е компьютер информацийĕн сферинчи преступленисемпе уголовлă ĕçсем пулнă-и?

- Хальхи вăхăтра ку ушкăнри киревсĕрлĕхсем пысăк пай йышăнаççĕ. Пĕлтĕр 28 ĕçе ?виçĕмçул - 41% тишкернĕ, айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе 13-шне судсене ярса панă. Ку преступленисене расчет ?пластик% карттăсемпе, компьютер техникипе, программа хатĕрĕсемпе, интернет сечĕпе усă курса тунă. Вĕсем çынсен уйрăм пурнăç вăрттăнлăхне пăснипе, автор прависене уяманнипе, укçа-тенкĕ вăрланипе, азартлă вăйăсене саккунсăр йĕркеленипе тата ирттернипе çыхăннă.

Акă, хаçатра та информаци пулнăччĕ: виçĕмçулхи ноябрьтен пĕлтĕрхи апрельччен Шупашкар çынни тĕп хулара кăна мар, Çĕмĕрлере тата Вăрнар поселокĕнче те çынсене азартлă вăйăсене явăçтарассине йĕркелесе янă. Çак тĕллевпе вăл пушă пÿлĕмсем тупнă, компьютер техникине туянса кирлĕ программăсене вырнаçтарнă. Операторсем вырăнне хушма çынсене те ĕçе йышăннă. Вĕсене азартлă вăйăсене ирттермелли йĕркене вĕрентнĕ, конспираци вăрттăнлăхĕсене те хăнăхтарнă. Каярахпа йĕрке хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем шыравсем вăхăтĕнче ку салонсенчен 60 ытла единица вăйă оборудованийĕ кăларнă...

Саккуна сĕмсĕррĕн пăснă ку тĕслĕхе Канашри следстви пайĕн следователĕсемпе полицин «Вурнарский» пайĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç тăрассипе тимлекен пайĕн сотрудникĕсен пĕрлехи оперативлă ĕç-хĕлне пула тупса палăртнă. Айăпланакан 36-ри арçын тĕлĕшпе 460 пин тенкĕ ытла пурлăх арестне хунă. Хальхи вăхăтра уголовлă ĕç район сучĕн тишкерĕвĕнче.

- Коррупциллĕ пулăмсене хирĕç тăрассипе мĕнле тимленĕ иртнĕ çул?

- Раççей Следстви комитетне йĕркеленĕренпех коррупципе кĕрешесси тĕп задачăсен шутĕнче. Ку преступленисене палăртасси тата тĕпчесси республикăн патшалăх влаç органĕсемпе тата йĕрке хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнура йĕркеленет. 2023 çулта следстви пайне коррупцилле ĕçсем пирки пĕлтернисем 19 килнĕ, коррупци тĕслĕхĕсемпе следовательсем производствăна 14 уголовлă ĕçе йышăннă, 11-шне судсене пăхса тухма ярса панă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ - службăри ултав, икшер - взятка илни тата пани, вак-тĕвек взятка илни, пĕрер - коммерцилле подкуп тата должноç полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курни. Тишкерÿ, сăмах май, коррупци патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен должноçри çыннисем хушшинче кăн мар, коммерцилле тытăмсенче те пуррине кăтартать.

- Владислав Дмитриевич, хăвăр ертсе пыракан следстви пайĕн ĕç-хĕлĕнче мĕнле тĕп тĕллевсене мала кăларатăр?

- Пĕр сăмахсăрах, ĕç-хĕлĕн чи пĕлтерĕшлĕ енĕсен шутĕнче - социаллă хÿтлĕхсĕр ушкăнри çынсене хÿтлĕхе илесси: çула çитменнисене, инвалидсене, аслă çулхисене, ветерансене. Следстви комитетне йĕркеленĕренпех, акă, пирĕн следстви пайĕ Канашри социаллă тивĕçтерÿ центрĕн çемьесене социаллă пулăшу паракан уйрăмĕн ачисене, Канашри патшалăх службин тата управленийĕн лицейĕн вĕренекенĕсене шефа илнĕ. Уйрăммăнах палăртас килет: республикăри Следстви комитечĕ çула çитменнисен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлессине питĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Аса илтеретпĕр: Следстви управленийĕнче талăкĕпех «Ача - хăрушлăхра» телефон линийĕ те ĕçлет. Ун номерĕ: 8?8352%62-46-57 е 123 ?мобильлĕ телефонтан%. «Вĕри линире» ачасемпе çамрăксен прависемпе интересĕсене пăсни пирки пĕлтерÿсене талăкĕпех йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика