2025 çул Раççей шайĕнче те, республикăра та пĕрешкел патриотлăх, пĕрлĕх сĕмĕпе иртĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа, ку çул çĕршыв хÿтĕлевçисене, паттăрĕсене мухтакан, тĕрлĕ ăрусене пĕрлештерекен интереслĕ мероприятисемпе тулли пулĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсем те астăвăм тĕлпулăвĕсене, Хăюлăх урокĕсене, конкурс-викторинăсене ачасемпе çамрăксене явăçтарассине пысăк тÿпе хывĕç.
Раççейри Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçин тата Чăваш енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне шкулсем халех активлă хутшăнма тытăнчĕç ĕнтĕ. Пуринче те тематикăллă мероприятисем тăтăш иртеççĕ.
Кĕçĕн Кипек шкулĕнче, акă, çак кунсенче вĕренекенсем торжествăлла линейкăна пуçтарăннă. Унта ятлă-сумлă, ачасене патриотлăх тĕслĕхĕ кăтартакан хăнасем чылаййăн килсе çитнĕ.
Андрей Дмитриев, сăмахран, Çурçĕр Кавказри çар хирĕçтăрăвĕсен участникĕ, Хăюлăх орденĕн кавалерĕ. Çавăн пекех Раççей шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕ те. Андрей Витальевич ачасене çар пурнăçĕ тата «вĕри точкăсенче» çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме тивни çинчен, полици тытăмĕнчи çăмăл мар служба пирки кăсăклă каласа кăтартнă. Запасри офицер Борис Иванович Сергеев вара - педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Вăл та çамрăк тусĕсене тăван тăрăхăн историне пĕлмеллине, аслă ентешĕсен паттăрла ĕçĕсене асра тытса вĕсемпе хавхаланмаллине каланă. Патриотизм ахаль сăмах мар, вăл чун туртăмĕ пулнине, Тăван çĕршыва, халăха виçесĕр юратнине пĕлтернине çирĕплетнĕ.
Кĕçĕн Кипек шкулĕн вĕренекенĕсем те маттур. Вĕсем патриотлăх акцийĕсенче хастарлăх кăтартаççĕ. Чи активлисене, çивĕччисене, акă, линейкăра Тав хучĕсемпе палăртнă.
Хăюлăх урокĕсем малалла классенче тăсăлнă. Ачасемшĕн чăннипех вĕрентÿллĕ, усăллă иртнĕ вĕсем. Çĕршыв аваллăхĕ, Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсем пирки нумай çĕннине, интереслине пĕлнĕ вĕсем сумлă хăнасенчен. Афган вăрçин ветеранне Юрий Хрисанович Васильева тата Байконур космодромĕн ветеранне Николай Иванович Васильев запасри офицера та ăшă калаçушăн чунтан тав тăваççĕ педагогсемпе ачасем.
Каламалла, вĕренекенсем паттăр ентешсене халалласа лартнă Астăвăм палăкне тата ун таврашне тирпейлĕхре тытассипе те çулталăк тăршшĕпех тăрăшаççĕ. Çак кунсенче те вĕсем ку территорие юртан тасатнă, ун патне пыма çул уçнă. Хăйсен ырă ĕçĕпе, тăрăшулăхĕпе астăвăма упрама пулăшнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.
Ирина ПЕТРОВА
Февраль 2025 |