Амăшĕн капиталне ытларах пурăнмалли условисене лайăхлатма яраççĕ. Тивĕçнĕ субсидипе хваттер ?е çурт% туянма, пÿрт çĕклеме е ăна реконструкцилеме пулать. Кăçал çак тапхăрта республикăри 510 çемье маткапитал пулăшнипе кил-çурт условийĕсене лайăхлатнă.
Ку çултан çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Пурăнма юрăхлă тесе официаллă майпа çирĕплетнĕ кил-çурта кăна амăшĕн капиталĕпе туянма пулĕ. Ятарлă документа хуласенчи тата ял тăрăхĕсенчи муниципалитетсенче ведомствăсем хушшинчи комиссисем тăратаççĕ.
Комисси йышăнăвĕпе сертификат хуçи СФР-ĕн ?Раççей Социаллă фончĕн% республикăри уйрăмне кайса маткапиталпа усă курасси пирки заявлени çырать. Урăх майсем те çук мар. Палăртмалла, заявление «Госуслуги» порталти Харпăр хăй кабинетĕнче, МФЦ-ра е СФР-ĕн Чăваш енри уйрăмĕн клиентсен службинче çырма пулать.
2025 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталне 9,5 процент индексациленĕ. Çапла вара пĕрремĕш ача çуралсан тÿлев виçи 690 266,95 тенкĕпе танлашать. Иккĕмĕш пепке çут тĕнчене килсен капитал çумне тата 221 895,14 тенкĕ хушăнĕ. Сертификатпа малтан усă курман-тăк, 2025 çулта иккĕмĕш, виççĕмĕш тата малаллахи ачасемшĕн маткапитал виçи 912 162,09 тенкĕпе танлашĕ.
Ыйтусем пулсан Раççей Социаллă фончĕн пĕрлехи контакт-центрне 8?800%100-00-01 телефон номерĕпе шăнкăравламалла. Çавăн пекех пĕтĕм хыпара социаллă сетьсенче СФР-ĕн республикăри уйрăмĕн официаллă страницисенче вырнаçтарнă.
Елена ТОЛСТОВА
Апрель 2025 |