Пĕтĕмпе ÿсĕм 4,2 млн çынна пырса тивĕ. Бюджетран çак тĕллевпе 85 млрд тенкĕ уйăрнă. Социаллă пенсие ĕçлеме пултарайман е страхлав пенси илме стаж çитмен граждансене тÿлеççĕ.
Унăн темиçе тĕсĕ пур: ватлăхпа, инвалидноçпе, тăрантаракана çухатнипе тата тăлăх ачасене тÿлекенни. Стаж çитмен граждансене социаллă пенсие хĕрарăмсене 63 çул, арçынсене 68 çул тултарсан çеç параççĕ. 2028 çулта ку цифрăсем хĕрарăмсен 65, арçынсен 70 çул пулĕ.
Социаллă пенсисене кашни çулах апрель уйăхĕнче индексацилеççĕ. Кăçал ÿсĕм 14,75 : -па танлашĕ ?2024 çулта 7,5 : пулнă%. Индексациленĕ хыççăн социаллă пенсин вăтам виçи 15505 тенкĕпе танлашĕ.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисен виçисем:
ватлăхпа - 8824,08 тенкĕ*
ачаран 1 ушкăнри инвалидноç пур граждансен тата инвалид ачасен 21177,59 тенкĕ*
1 ушкăнри инвалидсен тата ачаран 2 ушкăнри инвалидноç пур граждансен 17648,24 тенкĕ*
2 ушкăнри инвалидсен 8824,08 тенкĕ*
3 ушкăнри инвалидсен 7500,53 тенкĕ*
тăрантаракана çухатнипе - 8824,08 тенкĕ, хăр тăлăхсен - 17648,24 тенкĕ.
Социаллă пенсин виçи регионта пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах тата вăл пĕртен-пĕр тупăш çăлкуçĕ пулсан пенсионера хушма тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Ăна илме Социаллă фондра, нумай функциллĕ центрта е «Госуслуги» порталта заявлени çырмалла. Пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçи федераци шайĕпе 15250 тенкĕпе танлашать, кашни регионта ку цифра тĕрлĕрен. Чăваш Республикинче - 13268 тенкĕ.
Апрель 2025 |