Çĕнĕлĕхсене вĕреннĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2025, 19:23 Просмотров: 1037

Хальхи вăхăтра экономикăн тĕрлĕ сферинчеперекетлĕ производство майĕсене ĕçе кĕртесси тĕпре. Нумаях пулмасть ун мелĕсемпе тата инструменчĕсемпе патшалăх служащийĕсене те паллаштарнă. Вĕренÿ вĕсене хăйсен ĕçне тăкаксене чакарса тухăçлăрах йĕркелеме пулăшĕ.

Перекетлĕ производство вăрттăнлăхĕсене патшалăх служащийĕсене «Эффективный регион» компетенцисен республика центрĕн ертÿçи Евгений Волков уçса панă. Вăл, сăмахран, ĕç тытăмĕнчи хăшпĕр çухатусене кăтартнă, вĕсене мĕнле чакармаллине ăнлантарнă. Уйрăммăнах перекетлĕ производство пайĕсене патшалăх служащийĕсен кулленхи ĕç-хĕлне ăнăçлă кĕртесси пирки чарăнса тăнă.

Вĕренĕве хутшăннисем палăртнă тăрăх, çĕнĕ инструментсем ĕçе эффективлăрах тума май парĕç. Çакă вара сотрудниксем должноç тивĕçĕсене пахалăхлă пурнăçласси çине витĕм кÿрĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика