Июнь пуçламăшĕнче Гродно хулинче Пĕтĕм Белоруссири наци культурисен фестивалĕ иртнĕ
2015 çулта Беларусь Республикипе Чăваш ен культурăра пĕрлешсе ĕçлессипе çырнă килĕшÿ тăрăх, Минскри чăвашсен халăхсем хушшинчи «Атăл» обществăлла организацийĕ чăвашсене те фестивале йыхравланă. Республикăран унта кăçал Вăрнар районĕнчи «Санар» фольклор ушкăнĕ кайма тивĕçнĕ.
Ушкăн ертÿçи Галина Иванова фестиваль 74 çĕршыв-региона пĕрлештернине каларĕ. Хăйсем вĕсем чăвашсен туй тумĕпе çула тухнă. Тенкĕсем чăнкăртатни, ахăртнех, пурне те илĕртнĕ. Ытти çĕртен килнĕ ушкăнсем, хăнасем чăвашсемпе çав тери нумай сăн ÿкерĕннĕ иккен.
Наци представителĕсем Туслăх паркĕнче юман лартнă. Унта чăвашсем унччен лартнă пилешĕ те ÿсет. Малашне Белорусси çĕрĕ çинче вăрнарсен юманĕ те ешерĕ. Ку ĕçе районти культура çурчĕн директорĕ Светлана Журавлева тата Евгений Кудрявцев методист хутшăннă.
Фестиваль йĕркипе Гродно хулинче 74 наци юрри-кĕвви янăранă. Иккĕмĕш кунне кашни халăх хăйĕн картишне йĕркеленĕ, иртен-çÿрене наци апат-çимĕçĕпе сăйланă. Аякри хулара чăвашсен çимĕçне те, çичĕ сехет янăранă юрри-кĕввине те, ташшине те питĕ хапăлланă. Вăрнарсемпе пĕрле Минскри чăваш диаспорин «Хамăр ял» ушкăнĕ те пулнă.
Галина Васильевна çак фестиваль «Санар» ушкăншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕрентÿллĕ пулнине палăртрĕ. Коллектив пĕтĕмпе 18 çынна пĕрлештерет, Гродно хулине кайса килнисем: Олег Семенов – Шĕнер Ишек, Александр Иванов – Кушар Юнтапа, Надежда Курсова, Галина Алексеева – Кĕçĕн Кипек, Вероника Илларионова, Светлана Краснова – Уравăш, Евгений тата Валерий Кудрявцевсем – Пăваяль, Хăмăшри Иван Комиссаров.
– Белоруссинчен тата та пултаруллăрах ĕçлес кăмăлпа таврăнтăмăр, çĕнĕ ĕмĕтсемпе пуянлантăмăр, – терĕ «Санар» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Галина Иванова.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |