Юсава чăтăмсăррăн кĕтетпĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2025, 11:24 Просмотров: 127

Сывă-и, хаклă редакци ĕçченĕсем! «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн страницисенче сывлăх сыхлавĕн отраслĕ аталанни, ялсенче модульлĕ медпунктсем уçăлни пирки статьясем тăтăшах кун çути кураççĕ. Паллах, эпир ентешсемшĕн савăнатпăр. Вĕсем вырăнтах пахалăхлă медицина пулăшăвне илме пултараççĕ.

Рункă ялĕнче те фельдшерпа акушер пункчĕ пур-ха. Анчах та çурчĕ кивĕ. ФАП-а 1982 çулта хута янă. Шел те, халĕ вăл ĕçлемест. 2023 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче медпунктра тĕплĕ юсав ирттересси пирки ыйту та çĕклерĕмĕр. Влаçрисем халăх пăшăрханăвне шута илчĕç. Çивĕч проблемăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине çитернĕ.

Вăхăт нумай та иртмерĕ - хурав та çитрĕ асăннă ведомствăран. Çырура Рункăри медпунктра тĕплĕ юсав ирттерес енĕпе 2024 çулта проект документацине хатĕрлеме палăртнине пĕлтернĕ. Çакна та кăтартнă: проект документацине Сывлăх сыхлавĕн министерстви çирĕплетнĕ хыççăн тĕплĕ юсав валли бюджет укçи-тенкине уйăрассине пăхса тухĕç. Анчах та хальлĕхе лару-тăру улшăнман-ха. Кивĕ медпункт çулталăк ытла хупă ларать. Сывлăха тĕрĕслеттерес тесен рункăсен Хирпуçне е Уравăша çитмелле. Ялти медпункта упраса хăварсан питĕ аванччĕ. Вырăнтах медпулăшу илме, диспансеризаци тухма май пулĕччĕ. Ырă улшăну пулĕ-ши/

Рункă ялĕнче пурăнакансем

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика