Шупашкарта çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри «Таланты и поклонники» фестивалĕн республикăри тапхăрĕн çĕн-терÿçисене палăртнă. Пултарулăх тупăшăвне йĕркелекенсем – Раççей МЧС-ĕпе Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи.
Ăна пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 370 çул çитнине тата ку тытăмра палăртнă Чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттармалли çулталăка халалланă.
Чăваш енри хуласемпе районсенчен 400 ытла ачапа çамрăк тăратнă хăйсен ĕçĕсене конкурса, çав шутра – хамăр районтан та. Номинацисем те тĕрлĕрен, чуна килĕшекеннине суйла кăна: «Вокал искусстви», «Автор тата бард юрри», «Театр искусстви», «Сăвăсем», «Хореографи пултарулăхĕ». Апла пулин те конкурссантсен пурин те пĕр тĕллев пулнă: юрă-кĕвĕ, ташă, пултарулăх урлă куракансене пушар хăрушсăрлăх правилисене уççăн, ăса хывăнмалла ăнлантарасси.
Пушара хирĕçле тематикăна çутатса, районти вĕренекенсем те палăрнă. Жюрин пысăк хаклавне тивĕçнисен йышĕнче – Кÿстÿмĕрти шкулти «Солнышко» ушкăн. «Зайчик и его находка» номерпе «Театр искусстви» номинацире хăйсен талантне ăста кăтартнă вĕсем, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ачасене çĕнтерме пулăшаканĕсем, хавхалантарса хатĕрлекенĕсем – Татьяна Савинова тата Надежда Захарова.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
