Çĕнĕ офис ĕçлет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020, 13:50 Просмотров: 290

Вăрнарта «Чувашская энергосбытовая компания» акционерлă обществăн Çĕмĕрлери районсем хушшинчи уйрăмĕн хушма офисĕ ĕçлеме тытăнчĕ.

Электроэнергипе усă куракансене тивĕçтерекен çĕнĕ пункт Вăрнар тата Элĕк районĕсенчи 15 пине яхăн потребителе йышăнĕ. Вăл унчченхи йывăç комбиначĕн кантур çурчĕ вырăнĕнче, Ленин урамĕнчи 73-мĕш «А» çуртра, вырнаçнă.

Кунта уйрăм çынсен те, юридици сăпатĕнче тăракансен те энерги тивĕçтерĕвĕн килĕшĕвне çирĕплетме, учет приборĕсен кăтартăвĕсене çыртарма, электроэнергишĕн тÿлеме май пур. Çавăн пекех вĕсем специалистсем урлă хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе консультаци те илме пултараççĕ.

Клиентсене кунта икĕ специалист йышăнаççĕ. Офиса килекенсем валли меллĕхсене шута илнĕ. Сăмахран, ашшĕ-амăшĕ ыйтăва татса панă вăхăтра ачисем те тунсăхламĕç – вĕсене валли выляв кĕтесĕ йĕркеленĕ.

Вăрнарти офис эрнере ултă кун – тунтикунтан пуçласа шăматкунччен – ĕçлет: 8 сехетрен тытăнса 17 сехетчен. «Электроэнергипе усă куракансене тивĕçтерÿ парассин пахалăхне лайăхлатасси – пирĕн тĕп тĕллев. Клиентсем çĕнĕ офисăн меллĕхне туллин туясса шанатпăр», – терĕ Çĕмĕрлери районсем хушшинчи уйрăм директорĕ Александр Черняховский.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика