Çуркуннехи-çуллахи ăшă, типĕ çан-талăк çулăмпа тата ăна кăларакан япаласемпе тимлĕ пулма хистет.
Чăваш ен Çутçанталăк министерствин «Вăрман хуралĕ» учрежденийĕ асăрхаттарать: çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.
Правилăсемпе килĕшÿллĕн, вăрман çумĕнчи территорисен харпăрлăхçисен е вĕсемпе усă куракансен вăрман çывăхĕнчи 10 метртан кая мар сарлакăшлă тăрăха типĕ курăкпа хытхураран, хăмăлтан, хăрăк-туратран, йывăç каснин юлашкийĕсенчен е çунакан ытти материалтан тасатмалла. Е вăрмана çур метртан кая мар сарлакăш сухаланă тăрăхпа е пушара хирĕçле ытти картлавпа уйăрмалла.
Çак ĕçсене юр кайнă вăхăтран пуçласа кĕрхи çумăрлă çанталăк çирĕплениччен е юр лариччен пурнăçламалла.
РФ КоАП-ĕн 8.32-мĕш статийпе килĕшÿллĕн, вăрмансенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăснăшăн асăрхаттару параççĕ е штраф тÿлеттереççĕ. Штраф виçи тĕрлĕрен: граждансемшĕн – 1,5–3 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн – 10–20 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсемшĕн – 50–200 пин тенкĕ. Пушара хирĕçле уйрăм йĕрке çирĕплетсен штраф виçисем ÿсеççĕ.
И.КАДЫКОВ,
вăрман хуралĕ енĕпе тимлекен патшалăх инспекторĕ.
Ноябрь 2024 |