Тĕнче пирĕн алăра!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.04.2020, 10:18 Просмотров: 339

Çак ятпа шкул ачисем хушшинче Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республикăри тапхăрĕ иртнĕ.

Наукăпа практика конференцине пушар хăрушсăрлăхĕн темине халалланă. Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекен София Павлован ĕçне ВДПО-н районти уйрăмĕн председателĕ Людмила Калитова хÿтĕленĕ. Хĕрачан презентацийĕ «ВДПО-н обществăлла организацийĕсем, çамрăк пожарнăйсен дружинисем, ирĕклĕ пушар дружини» секцири шыравпа тĕпчев ĕçĕсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă. София Павловапа ертÿçи Лилия Валериевна Феофанова Кубока тата грамотăсене тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика