Апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн çĕнĕ ертÿçĕ – Дмитрий Геннадьевич Фирсов полици подполковникĕ.
Ăна пуçлăха çирĕплетни çинчен приказа Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министрĕ Виктор Шметков алă пуснă, çакăн çинчен вăл пай коллективне видеоçыхăну урлă пĕлтернĕ. Вăл полицин «Вурнарский» пайĕн ĕç-хĕлĕнчи çитĕнÿсене те, тимлесе çитереймен самантсене те палăртнă. Унăн çĕнĕ ертÿçи умне Виктор Шметков полици генерал-майорĕ районта йĕркелĕхпе саккунлăха çирĕплетме çирĕп тĕллевсем лартнă, малашнехи службăра ÿсĕмсем суннă.
Дмитрий Геннадьевич Фирсов районшăн çĕнĕ çын мар. Йĕрке хуралĕн вырăнти органĕнче 21 çул тимлет. Хамăр районти Кÿлхĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ. Калининăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Раççей Ш,М-ĕн Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. 1999 çулта Вăрнар районĕнчи шалти ĕçсен пайне службăна кĕнĕ, уголовлă шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕнче ĕçлеме тытăннă. 2002 çултан – ку уйрăм ертÿçи. 2007 çулхи сентябрьтен ăна шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместительне – криминаллă милици пуçлăхне çирĕплетнĕ. 2011 çулхи июльтен кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕччен Раççей Ш,М-ĕн муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн заместителĕн – полици пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Дмитрий Геннадьевич çемьеллĕ. Мăшăрĕпе икĕ ача ÿстереççĕ.
Николай Антонович Тинюков Патăрьел район тĕп больницин тĕп врачне куçнă май, Вăрнар район тĕп больницин пуçне çĕнĕ çынна çирĕплетнĕ. Малашне тĕп врач тивĕçĕсене Сергей Владимирович Илюткин пурнăçласа пырĕ.
С.В.Илюткин 1987 çулта Патăрьел районĕнче çуралнă. 2010 çулта Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче «Сиплев ĕçĕ» специальноçе алла илнĕ, 2012 çулта «Хирурги» енĕпе ординатура пĕтернĕ. 2012–2016 çулсенче Мускавра «Çемье тухтăрĕ» поликлиникăсен сетĕнче хирургра тимленĕ. 2016 çултан – Вăрнар район тĕп больницин хирурги уйрăмĕн врач-хирургĕнче. 2019 çултан – ку уйрăм заведующийĕ.
«Народное признание–2017» обществăлла награда лауреачĕ. Професси ăсталăхĕшĕн тĕп врачăн Хисеп хутне пĕрре мар тивĕçнĕ. Авланнă, мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтереççĕ.
Ноябрь 2024 |