Апрелĕн 24-мĕшĕ тĕлне районта çĕнĕ коронавируспа чирленĕ 6 çын шутланать.
Вĕсенчен пĕри ача, тепри врач. Икĕ пациента район больницин инфекци уйрăмне госпитализациленĕ. Вĕсем кунĕн-çĕрĕн медицина асăрхавĕнче, уйрăм бокссенче.
Пациентсем хăйсене аван туяççĕ. Аппаратпа мар, хăйсем тĕллĕнех сывлаççĕ. Медперсонал талăкĕпех хÿтĕлев тумĕпе ĕçлет.
Тăватă пациент килти сиплевре. Вĕсене те кулленхи тимлĕхрен кăлармаççĕ. Вĕсем çирĕп изоляци режимĕнче. Унсăр пуçне, тата икĕ çынна коронавирус инфекцийĕ ернĕ тесе шутласа Шупашкарти БСМП-на ăсатнă, хальлĕхе вĕсен диагнозĕ туллин çирĕпленмен. Инфекци ернĕ çынсемпе контактра пулнисене, вăл шутра больница ĕçченĕсене те, 14 кун медицина асăрхавĕнче тытаççĕ. Вĕсем кашни эрнерех коронавирус çине анализ параççĕ.
Тĕп врач çумĕнчи канашлура ытти регионсенчен, ют çĕршывран килнĕ район çыннисен сывлăх тăрăмне тăтăшах мониторинг тăваççĕ. Медработниксем ÿт температурине тĕрĕслесех тăраççĕ. Сергей Илюткин тĕп врач вĕсене учреждени территорийĕн тулашĕнче çынсемпе хутшăнассине чакарма сĕннĕ, çакă чир ерес хăрушлăхран сыхлать.
Больницăра пурте усă куракан вырăнсене, пÿлĕмсене кашни кун дезинфекцилеççĕ. Медучреждение кĕрекенсем пурте аллисене антисептиксемпе сиенсĕрлетеççĕ. Пурне те резина перчеткесем тата маскăсем тăхăнма сĕннĕ. Медицина ĕçченĕсем район администрацийĕн мобильлĕ ушкăнĕпе кашни кун рейда тухаççĕ. Шел те, граждансем самоизоляци режимне пăсни те пулкалать.
Чир ан сарăлтăр тесе тата профилактика тĕлĕшпе район тĕп больницин администрацийĕ район çыннисене шăнса пăсăлнипе е коронавирус паллисемпе çыхăннă симптомсем пулсан тÿрех регистратурăна 8(83537)2-52-82 е 103 номерпе шăнкăравлама сĕнет.
Тимлĕ пулăр! Килте ларăр! Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр!
Елена МИНАЕВА, общественноçпа çыхăнса ĕçлекен пресс-секретарь.
Ноябрь 2024 |