Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пуçарăвĕпе ачаллă çемьесем валли социаллă пулăшу мерисем йышăннă.
Владимир Путинăн май уйăхĕн 11-мĕшĕнчи Чĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн 16 çул тултарман кашни ачана ашшĕ-амăшĕн тупăшне тата ĕç пуррипе çуккине пăхмасăр 10 пин тенкĕ пама йышăннă. Çакăн валли ашшĕ-амăшĕн е опекунăн заявлени кăна çырмалла. Пĕтĕмĕшле çĕршывĕпе ку тÿлеве 27 миллион ача тивĕçĕ.
Çак тÿлев унччен йышăннă пулăшăва пăрахăçламасть, хавхалантарăвăн хушма мери шутланать.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн сĕнĕвĕпе çемьесене кăçалхи апрель, май, июнь уйăхĕсенче виçĕ çула çитмен кашни ачашăн уйăхсерен 5-шер пин тенкĕ тÿлесе тăрĕç. Ку пулăшăва амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçнисем кăна мар, пурте илме пултарĕç.
Çавăн пекех 3–7 çулсенчи ачасемшĕн тупăш сахал илекен çемьесене пурăнмалли минимумăн çуррипе танлашакан тÿлевпе тивĕçтерĕç.
Унсăр пуçне апрель–июнь уйăхĕсенче ашшĕ-амăшĕнчен пĕри е иккĕшĕ те ĕç çухатнисен çемйисенчи çула çитмен ачисемшĕн 3-шер пин тенкĕ парĕç.
Пулăшăвăн тепĕр мери – ачашăн паракан пособие икĕ хут ÿстерни.
Хавхалантарăвăн çак мерисем курăмлă. Анчах та ку тапхăрта харпăр-хăйне хÿтĕлесси пирки манас марччĕ.
Светлана Чикмякова.
Ноябрь 2024 |