Эпир, «Çĕнтерÿ çулĕнче» советсен тапхăрĕнче ĕçлесе курнисем, çакна каласшăн: «смута» тенĕ пăтравлă-аптăравлă вăхăтра хаçат район халăхне пачах кирлĕ пулма пăрахнăччĕ, унăн тиражĕ тăрук пилĕк хут ытла чакса ларнăччĕ. Унчченхи позицие ăна В.В.Николаев редактор тавăрса илсе тухрĕ.
Вăл хаçата сыхласа хăварасшăн тăрăшнипе, коллектива тĕллевлĕн пĕр чăмăра пĕрлештерме пултарнипе пирĕн хаçат ĕнтĕ вунă çул ытла пĕрмай пĕр шайри паха тиражпа пичетленет. Халăх ăна килĕштерет, район йышĕнчен илсен, кашни çиччĕмĕш çын çырăнса илет, çемьерисемпе пĕрле, эппин, куллен вунă–вуникĕ пин çын тытса вулать. Раççейре районсен хаçачĕсем çĕршерĕн хупăннă хушăра хамăрăн республикăра та çырăнакансем икĕ-виçĕ хут сахалланчĕç. «Çĕнтерÿ çулĕ» тĕреклĕ-ха, ятлă-сумлă пурăнать – халăха кирлĕ пулни каллех яр уççăн курăнать. Çакăншăн чи малтанах редактора тав тумалла. Вулаканĕсемпе пĕрле хаçат хăйĕн 90 çулне чыслăн палăртасшăн. Страницисенче Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне, фронтпа тыл паттăрĕсене халалланă япаласем, район летопиçне пуянлатакан документсем (çав шутра асилÿсем) тухса пыраççĕ. Шел питех те – Вячеслав Васильевич чаплă юбилейсен кĕрекинче пирĕнпе пĕрле савăнаймасть...
Район пичечĕн, редакцире халь ĕçлекенсен наградăсем сахал мар. В.В.Николаева «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысларĕç.
Унăн ячĕ унчченхи чи паллăрах, авторитетлăрах редакторсен ретĕнче пĕрле çырăнма тивĕçлĕ.
Вячеслав Васильевича эпĕ хаçатра ĕçлеме чĕнсе икĕ хутчен йышăннă. Редакцинче малтан шкул саккинчен тенĕ пек килсе вырнаçрĕ. Çырусен пайĕнче активпа ĕçлеме хăнăхрĕ. Ман хыççăн пĕр вăхăт радиоорганизатор шучĕпе район хыпарĕсене хатĕрлетчĕ, микрофон умне хăй тухнă, çынсене текстсемпе пулăшса калаçтарнă. Унашкал штат пулманнипе пире çав ирĕклĕ чăрмавшăн виçĕ пус та тÿлемен. Вячеслав аслисенчен вĕренме хапăлччĕ. Николай Артемьевич Орлов хыççăн парти пурнăç пайне ун пекех пултаруллă тытса пычĕ.
Тин кăна Совет Çарĕнчен таврăннă хыççăн унпа вокзалта тĕл пултăмăр та: «Атя, ыранах ман пата!» – терĕм. Çирĕм çул пĕрле ĕçлерĕмĕр. Татах калам, В.Николаев тытса пынăранпа хаçат района каллех кирлĕ пулса тăчĕ, «смутăрилле», иртнине ылханса элеклеме пăрахрĕ. Аллă çул районшăн тÿрĕ кăмăлпа хастар ĕçленĕ журналист халăх тавне-хисепне чăннипе тивĕçлĕ! Вячеслав Васильевичăн пил-халалне эпĕ тавçăратăп: Вăрнар хаçачĕ Çĕнтерÿ çулĕпех талпăнасса шанăпăр! Шанăçпа шанчăк – юлташăмăр хăварнă çавнашкал еткерпе коллектив пурринче.
Михаил ВАСИЛЬЕВ.
Вăрнар. 18.05.2020.
Ноябрь 2024 |