Киревсĕр шухăшсене ырланăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.05.2020, 14:35 Просмотров: 281

Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем нацизма реабилитацилеме хăтланнă тĕслĕхпе черетлĕ уголовлă ĕçе тишкернĕ.

Хальхинче айăпланаканĕ – тĕп хулара пурăнакан 21-ри çамрăк. Следстви версийĕ тăрăх, вăл социаллă сетьри пĕр аккаунтра хăйĕн шухăшне палăртнă. Унта вăл СС çарĕсен паллине кăтартнă, иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче совет çыннисемпе тата совет обществин ертÿлĕхĕпе танлаштарсан фашистла нимĕç çарĕсем хăйсене мĕнле тытнине ырласа-мухтаса çырнă.

«Çамрăк пурăнакан вырăнта шырав ирттернĕ, нацизм паллиллĕ тата свастика ÿкернĕ чылай япала, çав шутра фашистла нимĕç çарĕсен тумтирĕн пайĕсен, медалĕсен копийĕсене, тупнă. Çакă та вăл националистла шухăшсене пайланине тата фашизм идеологине ырланине кăтартать», – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ.

Ку ушкăнри преступленисем тимлĕхре пулнине палăртаççĕ следовательсем. Юлашки вăхăтра историе улăштарма хăтланнă тĕслĕхсем пулнă май, ку ĕç уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.   «Иккĕмĕш тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсене тĕрĕс мар кăтартса çар преступникĕсене мухтанипе вирлĕн кĕрешмелле. Паян, чăн-чăн паттăрсем сахаллансах пынă чух, вĕсен Аслă вăрçăри паттăрлăхне «варалама» памалла мар», – çирĕплетет следстви управленийĕ.  

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика