Кĕрхи культурăсем 6536 гектар йышăнаççĕ. Çав лаптăка минерал удобренийĕсемпе апатлантарас ĕç пуçланнă.
Чи малтан «Санары» агрофирмăра, «Мураты» кооперативра техникăна уй-хире кăларнă. «Санары» хуçалăхра «Московская-56» тулла апатлантарма тытăннă. Минерал удобренийĕсем çителĕклĕ. Ĕçе хăй тĕллĕн çÿрекен «Туман» опрыскивательпе пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех туллăн «Немчиновская-17», урпан «Татьяна», «Çулăм» сорчĕсене те апатлантармалла.
Çураки – яваплă тапхăр. Патшалăх техника асăрхавĕн районти патшалăх аслă инспекторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Терентьев «Санары», «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче пулнă. Ял хуçалăх машинисен юсавлăхне тĕрĕсленĕ. Пур техника уй-хире тухма хатĕррине палăртнă. Алексей Терентьев кооперативсенче тăрăшакансемпе хăрушсăрлăх техникине тата правилисене пăхăнас тĕлĕшпе инструктаж ирттернĕ. Пур механизатора ятарлă тумтирпе тивĕçтернĕ. Графикпа килĕшÿллĕн тĕрĕслев ытти хуçалăхра та иртĕ.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
