Çирĕм парăмçă шыравра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.04.2021, 11:22 Просмотров: 413

Мĕнпур ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн тăрăшать ĕнтĕ. Вĕсен ырлăхĕшĕн, ытлă-çитлĕ ÿстерессишĕн чунтан çунать.

Анчах «пыл пичкине тикĕт кашăкĕпе» варалакан та тупăнать. Ачисене пăхса ÿстерессинчен, мĕн кирлипе тивĕçтерессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакансем те пур. Мăшăрĕсенчен уйрăлнă-тăк, хĕрĕсемпе ывăлĕсене çитересси-тăхăнтартасси текех хăйсен хуйхи мар теççĕ-ши – алиментсем тÿлеме васкамаççĕ хăшпĕрисем.

Кун пек чухне чи малтан ачасен прависемпе интересĕсем хĕсĕрленеççĕ. Çавăнпа ку ыйту йĕрке хуралĕн органĕсемшĕн те уйрăм шутра. Унтан та ытла, сĕмсĕр парăмçăсене явап тыттарма пĕрлехи майсем шыраççĕ. Нумаях пулмасть, акă, Чăваш ен Тĕп суд приставĕ Денис Борисов республика прокуратури çак ыйтупа ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Алиментсене хистевлĕ шыраса илнин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă тата ку ĕçри кăткăс самантсене те палăртнă. Сăмахран, алиментçăсен пысăк пайĕн социаллă çирĕплĕх çук: ниçта та йĕркеллĕ ĕçлемеççĕ, ĕçкĕпе иртĕхеççĕ... Тăван тĕпренчĕкĕсем умĕнчи тивĕçе пурнăçлама та кăмăл çук вĕсен пачах.

Денис Борисов çулталăк пуçланнăранпа республикăра пĕтĕмĕшле алиментсен суммисем те, парăмçăсен хăйсен хисепĕ те ÿснине каланă. Хамăр районта та сахал мар вĕсем – ывăлĕ-хĕрĕсене ÿстерме тăкакланас теменнисем.

– Паянхи куна суд приставĕсен районти уйрăмĕнче алимент тÿлеменнисем тĕлĕшпе 190 пурнăçлав производстви ĕçре. Çула çитменнисен прависем мала тухнине кура, кашни материал çирĕп тимлĕхре. Ачасене тивĕçмелли укçа-тенке шыраса илме саккунлă мĕнпур мелпе усă куратпăр. Шел те, ашшĕсем çеç мар, тепĕр амăшĕсем те явапсăр. 25 тĕслĕхре парăмсене пухса янисем – хĕрарăмсем. Каламалла, январь–март уйăхĕсенче 12 суд производствипе ĕçе вĕçленĕ. Вĕсемпе алиментçăсенчен шыраса илнĕ укçа-тенкĕ – 1 млн та 700 пин тенкĕ ытла. Алимент тивĕçне татассинчен сĕмсĕррĕн тарса çÿрекенсем те пур. 20 парăмçă шыравра шутланать», – пĕлтерчĕ суд приставĕсен службин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Ирина Владимировна Семенова.

Суд приставĕсем алиментçăсене парăмсене хăйсен ирĕкĕпе, хистевлĕ мерăсем йышăнмасăр, татма сĕнеççĕ. Çавăн пекех хăйсен финанс лару-тăрăвне çирĕплетме, ĕçе вырнаçма, эрех чирĕнчен сипленме тăрăшмалла. Унсăрăн Уголовлă кодексăн 157-мĕш статйипе явап тыттарма та пултараççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика