Тĕрĕслев мĕн кăтартрĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.04.2021, 11:23 Просмотров: 419

Роспотребнадзорăн Чăваш енри Управленийĕн асăрхавĕнче пĕлтĕр ачасемпе çамрăксен учрежденийĕсем 1608 пулнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче 173 объекта тишкернĕ, çав шутран 82,7 процентне – лаборатори тата инструмент меслечĕсемпе усă курнипе. Çирĕплетмелле, тĕрĕсленĕ объектсенчен 65,4 проценчĕ – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисем, 26,8 проценчĕ – шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсем.

Санитарипе хими кăтартăвĕсем тăрăх, ĕçмелли шывăн (2020 ç. – 5,2%, 2019 ç. – 5,4%), микробиологи (2020 ç. – 0,7%, 2019 ç. – 1,3%) тата калори тĕлĕшпе (пĕлтĕр – 2,9%, виçĕмçул – 1,9%) хатĕр продукцин пробисен кăтартăвĕсем лайăхланнине çирĕплетнĕ.

Çутă тĕлĕшпе санитарипе гигиена требованийĕсене пăхăнман вĕрентÿ учрежденийĕсем сахалланса пыраççĕ. 2018–2020 çулсенче 4,5 процентран 2,3 процента çитнĕ.

Микроклимат параметрĕ енĕпе нормативсемпе килĕшсе тăман объектсен танлаштару виçи юлашки виçĕ çулта 3,3 процентран пĕр процента çити чакнă.

Сĕтел-пукан параметрĕсен виçисем тĕлĕшпе те çак тапхăрта кăтарту улшăннă. (2018–2020 ç.ç. – 20 процентран 6,8% çити).

Республикăра шкул ачисене вĕри апат çитерессине йĕркелесси çÿллĕ шайра (2020 ç. – 97,7%, 2019 ç. – 97%, 2018 ç. – 97,3%). Калас пулать, пуçламăш классенче вĕренекенсен 99,9 процентне вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Çавăн пекех ачасене апат икĕ хутчен çитересси ÿсет (пĕлтĕр – 60,4%, виçĕмçул – 59,9%, 2018 ç. – 59,6%).

158 объектра (88,3 процентĕнче) йĕркене пăснă 629 тĕслĕх тупса палăртнă. Административлă явап тыттарасси пирки 419 йышăну кăларнă, çав шутран административлă штраф пирки – 406 (96,9%), асăрхаттару – 13 (3,1%). Обязательнăй требованисене пăсма юраманни çинчен 63 асăрхаттару панă.

Елена ТОЛСТОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика