Чăваш ен Ял хуçалăх министерствинче республикăри хăмла çитĕнтерекенсем отрасле аталантарассипе çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.
Республикăра хăмла отраслĕнче усă куракан техника, оборудовани тахçанах кивелнĕ. Вĕсене тимĕр-тăмăра яма та вăхăт çитнĕ темелле. Çĕннине туянма укçа çителĕксĕр, çавăнпа ирĕксĕрех вĕсемпех усă курма тивет. Ку вара чĕртавар пахалăхне чакарать, тăкака ÿстерет. Чăн та, чĕртавара типĕтме оборудование ЧР Ял хуçалăх министерстви, чукун çул техникин «41 центральный завод» АО (Люберцы хули) тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ çирĕплетнĕ килĕшÿпе хатĕрленĕ. Ăна кĕске вăхăтра пуçтарнă. Унпа усă курма тытăннă ĕнтĕ. Вăл ют çĕршыврипе танлаштарсан энерги тĕлĕшĕнчен тухăçлăрах пулнине те палăртаççĕ. Шел, хамăр çĕршывра хăмла татса пуçтаракан йĕркеллĕ комбайн халĕ те хатĕрлесе кăларайман-ха. Ирĕксĕрех ют çĕршывран туянмалла.
Чăваш хăмлин малашлăхĕ пур-и? Паллах, пур! Юлашки вăхăтра вырăнти продукци ют çĕршыва та сутăнни çакна çирĕплетет. Иртнĕ çул чĕртавара Кăркăсстана, Азербайджана, Казахстана ăсатнă. Экспорта пĕрчĕллĕ хăмла ытларах кайнă, 2020 çулта – 18,1 тонна. Çакă Раççейри пĕтĕмĕшле экспортăн 14,3 проценчĕ пулать.
Пирĕн районти «Агрохмель» обществăн ертÿçи Борис Семенов, Етĕрне тăрăхĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх председателĕ Валерий Герасимов хăмла хуçалăхĕн техника базине çĕнетмеллине палăртнă.
2020 çулта Чăваш енре хăмла 105 гектар йышăннă (2019 çулхипе танлаштарсан 101,9%). Пурĕ 185,1 тонна татса пуçтарнă (2019 çулхин 104,6%). Гектарти вăтам тухăç – 18,6 центнер (2019 çулхин 109,8%). Хăмла отраслĕ Етĕрне районĕнче уйрăмах аталаннă. Ку тăрăхра республикăри пĕтĕмĕшле калăпăшăн 36 процентне туса илеççĕ. Вăрмар (29,5%, Вăрнар (26%), Çĕрпÿ (8,9%) районĕсенче те лаптăксем пĕчĕк мар. Регионăн Ял хуçалăхĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ тата хăмла туса илекен хуçалăхсем культурăн тухăçлă сорчĕсене 100 пин хунав ытла çитĕнтерме пултараççĕ. Çакă лаптăка çулсерен 26 гектар пысăклатма май парĕ.
Ноябрь 2024 |