Ырă ĕç – пуриншĕн тĕслĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2021, 16:38 Просмотров: 1289

Ялти ача-пăчана савăнтарас тесе Кÿлхĕрринчи Çĕнĕ урам çыннисем çав тери тăрăшаççĕ.

Темиçе çул каялла ку урамра пурăнакан Виталий Александрович Федоров пуçарнипе пĕрлехи вăйпа ачасен площадкине йĕркелерĕç. Виталийĕн хăйĕн хальлĕхе мăнукĕсем çук-ха. Ывăлĕ çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта вăй хурать. Çавах вăл ял ачисемшĕн питĕ тăрăшать, вĕсене питĕ юратать. Пултаруллăскер хăй аллипе кĕçĕннисене ярăнма чуччу, карусель ăсталарĕ.

Ржановсен çемйине те ырăпа асăнас килет. Кăçал ĕç ветеранĕ, сакăр ача амăшĕ Мария Петровна Ржанова, песочница валли пĕр машина хăйăр илсе пачĕ.

Вĕсем площадкăна кашни çулах çĕнетсе-тирпейлесе, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа илемлетсе тăраççĕ. Тирпей-илем кÿрессине ыттисене те явăçтараççĕ.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн тытăмĕнчи IT-Куб директорĕ Алексей Фирсов та площадкăна физкультура оборудованийĕпе пуянлатрĕ. Кунта хамăр урамрисем çеç мар, пĕтĕм ял ачи вылять-савăнать. Çуллахи вăхăтра Нурăс салинчен кÿлле шыва кĕме килекен ачасене те курма пулать.

Эпир, Кÿлхĕрринче пурăнакансем, ял хастарĕсен ырă ĕçĕпе пурте кăмăллă, вĕсене чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсем – пуриншĕн паха тĕслĕх.

Г.Фирсова.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика