Чăваш енре пурĕ коронавируспа чирлĕ 28919 çынна регистрациленĕ. Пирĕн республика çак кăтартупа Раççейри регионсем хушшинче 62-мĕш, Атăлçи федераци округĕнче – 10-мĕш вырăнта. Чăваш енре кунсерен ковидпа чирлĕ 60–70 çынна тупса палăртаççĕ.
Коронавируспа йывăр чирлесрен пĕртен-пĕр çăлакан мел пур. Вăл вакцинаци. Кун пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче статьясем тăтăшах пичетленеççĕ. Ĕçлев министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, коронавирус тĕлĕшпе лару-тăру лайăхлантăр тесен коллективлă иммунитет шайĕ 80 процентран кая пулмалла мар.
Районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центртан тĕслĕх илмелли пур. Кунта тăрăшакансем пурте коронавирусран прививка тутарнă.
– Сывлăх – чи хаклă пуянлăх. Ăна упрасси кашни çынран хăйĕнчен килет. Чир-чĕр ан çулăхтăр тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, спортпа туслашмалла тата вакцинациленмелле. Эпĕ те ĕçтешсем пекех ковидран прививка тутартăм. Вакцинаци хыççăн хама лайăх туйрăм, – терĕ Татьяна Данилова специалист. – Хаяр чиртен прививка тутарманнисен хастартарах пулмалла. «Сывлăх – хамăр алăрах» тенине манмалла мар.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |