Ĕне, сурăх, качака ытларах усраççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.07.2021, 14:17 Просмотров: 435

Уйрăмах çулла ялсене пырса кĕнĕ-кĕмен выльăх-чĕрлĕх сассине тÿрех илтетĕн. Иртен-çÿрен çирĕппĕнех калама пултарать: «Ку ял пурăнать. Çыннисем ĕçчен те тăрăшуллă».

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 18 пине яхăн шутланнă. Вĕсенче аш-пăш 2857,13 тонна туса илнĕ. Уйрăммăн тишкерсен кăтартусем çапларах: ял хуçалăх организацийĕсенче – 2345,3 тонна, хушма хуçалăхсенче – 479,6, фермер хуçалăхĕсенче – 32,2 тонна. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан уйрăмах кил хуçалăхне тытакансем ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ, плана 101,1 процент пурнăçланă.

Кăçалхи çур çулта мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 20888,6 тонна сĕт туса илнĕ. Ĕç кăтартăвĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1,6 процент ÿснĕ. Сĕт туса илессипе ял хуçалăх организацийĕсем (10422,7 тонна) тата фермерсем (893 тонна) курăмлă тăрăшнă. Палăртмалла, ял хуçалăх организацийĕсем кăтартăва 2,1, фермер хуçалăхĕсем 10 процент пысăклатнă. Хушма хуçалăхсем те хастарлăха чакарман, вĕсен ĕç кăтартăвĕ пĕлтĕрхи чухлех.

Ÿсĕм туни, паллах, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тĕллевлĕ тимленинчен те килет. Акă, мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче ĕнесен йышне ÿстернĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 7975 пуç ( пĕлтĕр – 7699) шутланнă, çав шутра фермер хуçалăхĕсенче – 394 ĕне, ЯХП-сенче – 3304.   Хушка пуçсем кил хуçалăхĕсенче ытларах – 4277, ку вăл иртнĕ çулхи шайăн 104 проценчĕ. Паллах, ĕне усранăшăн субсидие тивĕçни те ял çыннисене выльăх ĕрчетессипе ĕçлеме хавхалантарать.

Яллă тăрăхра пурăнакансем сурăх-качака ытларах усрама пуçланă. Вĕтĕрех мăйракаллисене кил хуçалăхĕсенче 5432 пуç тытаççĕ, 2020 çулхинчен 3,3 процент ÿснĕ.

Хальхи вăхăтра кашни килте тенĕ пекех техникăпа усă кураççĕ. Ут-урхамах усракансем çав-çавах пур. Чĕлхесĕр янавар пулăшнипе тĕрлĕ ĕçе пурнăçлаççĕ. Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче лашасем – 116 пуç, çав шутра кил хуçалăхĕсенче – 87. Ялта пурăнакансем ут-урхамах шутне чакарман, пĕлтĕрхи чухлех хăварнă.

Çав вăхăтрах кил хуçалăхĕсенче сыснасем сахалрах усрама пуçланă. Чух-чухсем иртнĕ çулхи шайăн 66,3 проценчĕ чухлĕ кăна. Кăçал сыснасем – 354, иртнĕ çул 534 пуç пулнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика