Элмен Сунарта çуралса ÿснĕ Николай Петрович Даниловшăн танкистсен професси уявĕ чуна çав тери çывăх. Вăрнарти 1-мĕш шкулта пĕлÿ пухнăскер, вăл çара кайиччен Шупашкарти 23-мĕш профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ.
Вăл «Кăткăс йăла техникине юсассипе тимлекен мастер» специальноçе алла илнĕ. Ачаранах спортра пиçĕхме юратнăран ÿт-пÿ, кĕлетке çирĕплĕхĕпе, тĕреклĕхĕпе уйрăлса тăнă. Сывă пурнăç йĕркин хастарĕ пулнă.
Ытти тантăшĕсем пекех салтака кайма ят тухсан Николай Благовещенск хулинче службăра тăрать, çĕршыв чиккисене вичкĕн сыхлать. Çартан таврăнсан вара пĕр кана тăван «Знамя» хуçалăхра уй-хир бригадирĕнче тăрăшсах вăй хурать. Анчах шăпа Элмен Сунар çамрăкĕн кун-çулне çар ĕçĕпех çыхăнтарма çырнă иккен. Унăн 1998 çулхи февральте Раççейĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсене контрактпа тухса кайма тивет. Çар пĕлĕвне Челябинскри танк институчĕн Хусанти филиалĕнче вĕренсе тарăнлатнă. Вĕренÿ хыççăн Данилов лейтенанта Таджикистанта Куляб хулине çирĕплетеççĕ. Малтанах 11507-мĕш чаçре танк взвочĕн командирĕн, каярахпа рота командирĕн должноçне йышăнать.
Вăл самантра лару-тăру ку регионта питĕ çивĕч тăнă. Çар çыннисен пĕрмаях таджик оппозицийĕн боевикĕсен тата моджахедсен тапăнăвне хирĕç тăма тивнĕ. Николай Петрович бандитсен ушкăнне тĕп тăвассипе пĕрре мар ятарлă çар операцийĕсене те хутшăннă.
2005 çулхи июльте пултаруллă офицера Душанбене 31892-мĕш чаçăн штаб пуçлăхне куçараççĕ. 2009 çулхи июльтен Владимир облаçĕнчи Ковров хулинчи 73864-мĕш чаçăн мотострелковăй вĕренÿ батальонĕн командирĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Кирек мĕнле должноçре те хăйне ăслă-тăнлă, пуçаруллă офицер пек кăтартнă. Вăл çар мухтавĕ пулнине çирĕплетекен, хăюлăхĕпе хастарлăхĕшĕн чысланă Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсемпе тĕрлĕ шайри медалĕсем нумай.
2011 çултанпа Николай Данилов – çар пенсионерĕ, запасри майор. Апла пулин те хастарлăхне чакармасть, активлă гражданла позицие тытса пырать. Районпа республикăн обществăлла пурнăçне малтисен йышĕнче хутшăнать, çамрăксемпе çарпа патриотизм тата оборонăпа массăллă ĕçе ирттерессине курăмлă тÿпе хывать. Шкулсенче, музейсенче, Çар Мухтавĕн кĕтесĕсенче тăтăш пулать, вĕренекенсемпе хăюлăх урокĕсем, тĕрлĕрен ыйтусемпе калаçусем хаваспах йĕркелет.
Г.НИКОЛАЕВ, отставкăри подполковник.
Ноябрь 2024 |