Хуçине шырас вырăнне...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2021, 15:32 Просмотров: 438

Ют çыннăн банк карттипе хуçин ирĕкĕсĕр усă курни банк счечĕ çинчен укçа çаратни шутланать. Çав шутра – кам та пулин çухатнине тупнă пулсан та.

Ку йывăр преступлени, уншăн айăплав санкцийĕсем çирĕп. Çакна Вăрнар районĕнчи М. гражданка та хăй çинче туйса илнĕ. Халĕ унăн, ют карттăри укçана тăкакланăскерĕн, уголовлă явап тытма тивет.

Хайхи хĕрарăм октябрь уйăхĕнчи пĕр кун такам урамра çухатса хăварнă банк карттине тупнă. Ун çинче ятне-хушаматне çырни пулнă-ха ĕнтĕ, анчах вăл хуçине шырама васкаман. Хăй киревсĕр ĕç тунине ăнланман мар ĕнтĕ, çапах та поселокри лавккасенче апат-çимĕç, ытти тĕрлĕрен тавар туяннă, тÿлеме вара тупнă карттăпа усă курнă. Пĕтĕмпе 4975 тенкĕлĕх тĕрлĕ япала туяннă. Çапла майпа саккуна пăснă вăл: укçана ют счет çинчен куçарнă.

М. гражданкăн киревсĕр ĕçĕ РФ Уголовлă кодексĕн 158-мĕш статйин 3-мĕш пайĕн «г» пунктĕнче пăхса хăварнă преступлени шутланать. Полицин «Вурнарский» пайĕн следстви уйрăмĕ ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Хĕрарăм хăй преступлени тунине йышăннă, анчах пурпĕрех уголовлă яваплăхран хăтăлаймасть.

Саккунра палăртнă тăрăх, çÿлерех асăннă преступленишĕн 100–500 пин тенкĕ е çулталăкран пуçласа 3 çулчченхи ĕç укçи (е ытти тупăш) чухлĕ штраф хума* е çулталăк çурăччен ирĕклĕхе чакарса (е унсăр) 5 çул таран хистевлĕ майпа ĕçлеттерме тата 6 çул таран ирĕкрен хăтарма (80 пин тенкĕ е 6 уйăхчченхи ĕçукçи чухлĕ штрафпа пĕрле е унсăр) пултараççĕ.

Кайран ÿкĕнмелли лару-тăрăва лекес мар тесен, тупнă банк карттисене хуçине е банка тавăрмаллине е полици пайне килсе памаллине аса илтеретпĕр.

В.ХРИСТОФОРОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн юрисконсульчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика