Паттăрлăх асрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:00 Просмотров: 362

Сăр тата Хусан хÿтĕлевчиккисене тунисен паттăрлăхĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе тĕпчесе пĕлмен-ха. Архивсенчи чылай материал паянхи кун та вăрттăн шутланать.

Çар строительствине хутшăннисен списокĕ те тулли мар. Анчах Çĕнтерĕве калама çук пысăк тÿпе хывнă ентешсен хастарлăхĕ нихăçан манăçмалла мар. Юлашки вăхăтра вара чăннипех те кирлĕ ĕç пурнăçланать – совет халăхĕн тылри паттăрлăхĕ çинчен калаçаççĕ, аса илеççĕ çеç мар, çак тĕслĕхпе ачасемпе çамрăксене те патриотла туйăмпа хавхалантараççĕ.

Тăшман çулне пÿлекен оборона чиккисен строительстви пуçланнăранпа 80 çул çитнине халалласа Калининăри шкулта та Хăюлăх урокĕсем иртнĕ.

– 1418 хăрушă кунпа каç тăсăлнă Аслă вăрçă. Кашни çемьене хуйхă илсе килнĕ вăл. Пирĕн çĕршывра пурăнакан кашни çын çĕнтерĕве туптассишĕн хăйне шеллемен – кам фронтра, кам тылра. Юнлă çапăçусем, телее, пирĕн тăрăха çитеймен пулин те, чăваш колхозникĕсемпе рабочийĕсем фронта апат-çимĕçпе, тумтирпе тивĕçтернĕ, çар техники валли укçа-тенкĕ пухнă. Ку тĕслĕхсем архиври документсенче пĕтĕмпех пур. Анчах çĕршывăн историйĕнчи пĕр паллă пулăм вара хальччен тивĕçлипе уççăн çутатăнман. Вăл – тылри 100 пин ытла çын, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисем, кар тăрса кăтартнă паттăрлăх, – пĕлтернĕ истори учителĕ Виктор Иванович Романов мероприятие уçнă май. Хăюлăх урокĕнче вăл ачасене çар строительствин тапхăрĕсем çинчен, мăн асаттесемпе асаннесем мĕнле йывăр условисенче ĕçлени çинчен каласа кăтартнă. Лумпа-кĕреçепе кăна 40 градус сивĕре Сăр шывĕн çыранĕпе 80 км тăршшĕ хÿтĕлев сооруженийĕсене чавса хатĕрленĕ ентешсене вĕсем мăнаçланса-мухтанса аса илнĕ. Вĕренекенсем нушаллă-тертлĕ строительствăна сăнлакан презентаципе те паллашнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика