Чăтăмсăррăн кĕтетпĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2021, 10:35 Просмотров: 334

«Пуçаруллă бюджет» программăна пурнăçласа ялсенче урамсен хушшинчи çулсене вĕт чул сарасси вăй илсе пырать. Пирĕн Малтикас Ялтăрари Солнечнăй урамра тахçанах шоссе пур. Ăна тума халăхран нухрат пуçтарман, аш-какай комбиначĕн сĕт-çу фермисене хута янă хыççăн патшалăх тепĕр çул сарса пачĕ. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче Шкул тата Парк урамĕсене машинăпа пырса кĕме май çук. Çакна шута илсе Аçăмçырми тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Никитин, ял хастарĕ Яков Петров халăхпа калаçса укçа пухма шутларĕç. Тупăш енчен начартарах тата пĕччен пурăнакан ватăсем нухратне сахалрах та пачĕç.

Хăшпĕрисенчен пирĕн укçа çук, хываймастпăр тенине те илтетĕн тепĕр чух. Пурте пĕр шухăш-кăмăллă пулсан лайăхчĕ те. Ырă ĕçе кашнин хутшăнмалла. Кăçал проектне хатĕрлесе çитес çул патшалăх хăйĕн тÿпине хывсан лав вырăнтан тапранĕ. Икĕ урам пылчăк ăшĕнчен тухĕ.

Юпшик-ялтăрасем ялан аса килеççĕ. Мĕнле вĕсем питĕ туслă, пĕр тĕллевлĕ пулса укçа пуçтарчĕç. Урамсенчи çулсене вĕт чул сарса такăрлатрĕç. Пирĕн те юпшик-ялтăрасенчен юлас марччĕ, урамсене йĕркене кĕртесчĕ.

Нина ПАРАМОНОВА.

Малтикас Ялтăра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика