Çырав мĕн кăтартĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2021, 10:38 Просмотров: 332

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕрремĕш тапхăрĕ – çынсенчен ыйтса кăтартусем пуçтарасси – вĕçленчĕ.

Ку ĕçе 50 миллион ытла кил хуçалăхĕнче туса ирттернĕ. Халĕ иккĕмĕш тапхăр пуçланать – кăтартусене пĕтĕмлетсе тĕпчесси. Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ социаллă пурнăçпа экономикăри, политикăри, эпидемиологи тĕлĕшĕнчи çăмăл мар условисенче иртнине аса илтернĕ. Чир-чĕр сарăлнине пула ăна темиçе хут куçарма тивнĕ. Анчах паян çирĕппĕн татса калама пулать: çырав иртрĕ.

Цифра мелĕсемпе даннăйсене пуçтарнине тата тĕпченине пула çĕршывра миçе çын пурăннине Раççей статистики килес çулхи январьте пичетлеме палăртать, пĕтĕмĕшле кăтартусем 2022 çул вĕçĕччен хатĕр пулаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, çырав йĕркеллĕ иртнĕ. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕ нумай пулăшнă. Ун урлă 25 миллион çын – 10 миллион кил хуçалăхĕ – çырăннă. Хамăр çĕршывра туса кăларнă шанчăклă программăсем вырнаçтарнă планшетсем те аван ĕçленĕ.

2030 çулхи çырав пачах урăхла иртĕ, ытларах патшалăх информаци тытăмĕсем урлă даннăйсене пуçтарса пĕтĕмлетĕç, çыравçăсене ку ĕçе сайра явăçтарĕç. Тĕп задача – халăх пурнăçне çăмăллатасси тата пĕр информациех темиçе ведомствăна çитерессине пăрахăçласси.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн

медиаофисĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика