Çанталăк йĕркеллĕ шăнтма ĕлкĕреймерĕ – республикăри шыв-шур çинче инкексем çине-çине пулчĕç. Эрне хушшинче кăна виçĕ пулăçă сивĕ шыва анса кайса вилнĕ. Пĕри – хамăр районта. Хĕлле пулла çÿреме юратни Кÿлхĕрри çыннишĕн синкерлĕ вĕçленнĕ.
ГИМС Центрĕн информацийĕ тăрăх, тунтикун 63-ри арçын вырăнти тин хытнă пĕвере пулă тытма шутланă. Шел те, пăр çине пĕчченех тухнă, вырăнĕ вара çын ытлашши çÿременскер. Каçхине вăл киле таврăнман – çакă çывăх çыннисене хытах сисчĕвлентернĕ. Хăйсем тĕллĕн шыранă чух вĕсем арçыннăн япалисене кăна асăрханă. Тата путма пултарнă вырăна – вăл çÿхе пăр сийĕпе витĕнме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Шывран арçын виллине тепĕр кунне кăна кăларма май килнĕ.
– Кÿлхĕрринчи инкек çинчен пĕлтерсен ку вырăна Шупашкартан тÿрех 5 çăлавçă çитнĕ. Ятарлă оборудованиллĕ водолазсем пăрлă шывра шырав ирттернĕ, путнăскере тупса илсе тухнă, – пĕлтерет Чăваш енри шыравпа çăлав служби.
Сăмах май, ытларикун Çĕмĕрле районĕнчи Хутар çыннин пурнăçĕ те çакăн евĕрлех татăлнă. Вăл, кÿршĕри Турханти плотинана пулă тытма тухнăскер, шăтăк пăралама тытăннă та пăр çурăлнипе анса кайнă.
Пĕвесемпе кÿлĕсенче халĕ пăр хулăнăшĕ 5 сантиметр енне кăна. Юханшывсенче вара вăл тытăнман та. Çак тапхăрта шыв-шур çине пулла çÿрени пĕлсе тăрсах сыхлăх пирки шутламанниех. Кăшт чăтăмлăх çеç кирлĕ – вăрах вăхăт шăнтсан пăр çирĕплĕхĕ кĕçех çителĕклĕ шая çитĕ.
– Шанчăксăр пăр çине тухакансем вара, пĕрремĕшĕнчен, хăйсем инкеке лекме пултараççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çăлавçăсен пурнăçĕшĕн те хăрушлăх кăлараççĕ: вĕсен сивĕ çанталăкра, тĕттĕм те пăрлă шывра темиçешер сехет шырав ирттерме тивет, – асăрхаттараççĕ çăлавçăсем.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |