Вăрнар округĕнче пултаруллă педагог-наставник сахал мар. Вĕсем çамрăксем Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсем пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшнă та, тăрăшаççĕ те.
Михаил Павлович Павлов 1950 çулта Кивьял Хапăсра йышлă çемьере çуралнă. Вăл хăйĕн ачалăхне ялти Малтиушкăнь çырминчех ирттернĕ темелле. Хĕлле те, çулла та кунта ача-пăча шавĕ илтĕнсех тăнă. М.Павлов пуçламăш шкулта вĕреннĕ вăхăтра ялтан инçех мар самолетсем вĕçсе анмалли аэродром тÿремне ĕçе кĕртнĕ. Çуркунне çитсен Кивьял Хапăс ачисем шкул хыççăн тÿрех унта чупнă. Вĕсем хăйсем çĕтĕкрен çавăрттарса тунă мечĕке «хăмпă тапма каятпăр» тенĕ.
Михаил Павловичăн ашшĕ - Павел Алексеевич - вăрçă участникĕ, хăрах урасăр инвалид пулнă пулин те, кунсерен Вăрнар поселокне пекарньăна ĕçе 5 км таран каллĕ-маллĕ хутланă. Çемье пуçĕ, паллах, кил-йыша ура çине тăратас тенĕ. Ачисем çĕтĕкрен тунă мечĕкпех урампа урам хушшинче футболла выляса ăмăртусем ирттерме пуçласан Павел Алексеевич Михаил ывăлне сăран мечĕк туянса пама пулнă.
Сăмахĕ çилпе вĕçсе кайман. Çакăн хыççăн çав сăран мечĕк ял çумĕнчи аэродром тÿремне Кивьял Хапăсран кăна мар, Çĕньял Хапăс, Санарпуç, Иртеменкасси, Элмен Сунар ачисене те йышлăн пуçтарнă, пĕр-пĕрин хушшинче вĕсем юлташла тĕлпулусене ирттернĕ. Футбол ăмăртăвĕсене пĕтĕмĕшлех Михаил Павлович йĕркелесе пынă, хăй вара Кивьял Хапăс ачисенчен чăмăртаннă командăра тăнă, вратарь пулнă.
М.Павлов 5-8-мĕш классене Упнерти шкула çÿренĕ. Кунта физкультура урокĕсене Александр Павлович ирттернĕ. Учитель йĕлтĕр спорчĕн вăрттăнлăхĕсене ачасене тĕплĕн вĕрентсе пынă, районти пур ăмăртăва та сиктермесĕр илсе çÿренĕ. Упнер шкулĕнче малтанхи пек килте авса тунисемпе мар, «Алатырь» тесе çырнă çÿхе йĕлтĕрсемпе ярăннă. Михаила Упнер шкулĕн пĕрлештернĕ командипе районти ăмăртусене илсе çÿреме пуçласан аппăшĕн упăшки ăна ятарласа хăй укçинчен хуларан йĕлтĕр туянса килсе панă.
М.Павлов 9-10-мĕш классенче Хапăсри вăтам шкула вĕреннĕ. Кунта физкультура урокĕсене Эрик Кузьмич Кузнецов учитель йĕркелесе пынă.
1965 çултан тытăнса Хапăсри вăтам шкулта йĕлтĕр, коньки, çăмăл атлетика секцийĕсем вирлĕн аталанса пыни паллă. Хăшпĕр спортсменсем хăйсен пысăк çитĕнĕвĕсемпе республика тулашне те тухнă, е СССР шайĕнче конькипе чупассипе пысăк ăмăртусене ирттерекен «Медео» стадиона та çитнĕ.
Ун чухне Хапăс шкулĕнче йĕрке çавăн пек пулнă: камăн коньки çук, вăл спортсменсем валли пĕве çинче юр хырса тасатса панă. Михаил Павлович шкулта вĕреннĕ вăхăтра коньки, йĕлтĕр, çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă. Çав çулсенче хапăссен чи ятлă йĕлтĕрçи Станислав Степанов шутланнă.
1967 çулта Хапăсри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан М.Павлов Мурманск облаçне кĕрекен Апатиты хулине тăванĕсем патне кайнă. Кунтан 16 километрта вырнаçнă Ленинградри энергетиксене хатĕрлекен институтăн Кировскри филиалĕнче каçхи уйрăмра вĕренме пуçланă. Пĕр çулталăк ăс-тăна çивĕчлетнĕ хыççăн ăна Совет çарне илнĕ. Салтак служби хĕвелтухăç чиккинче иртнĕ.
Пултаруллă çын вăл пур çĕрте те пултаруллă. Чăваш ачи спортпа туслине кунта та тÿрех асăрханă. Хоккей, йĕлтĕр ăмăртăвĕсене хутшăнтарнă. Призлă вырăнсем унăн шучĕ те пулман. Служба хыççăн вăл Кировск хулинче хăйĕн ĕçне малалла тăснă, çав вăхăтрах гимнастика залне çÿреме пуçланă. Стадион директорĕ Владимир Наумов Михаил Павловича чарсах:
- Кунта эсĕ ахалех вăхăтна çухататăн, малалла вĕренме Магнетогорскри физкультура тухникумне каймалла санăн, - тенĕ.
Физкультура техникумĕнче хăй кĕтмен çĕртенех унăн хоккейла вылянă чух хапхара тăма тивнĕ. М.Павлов йĕлтĕр спортне кăмăлланăран час-часах хăй тĕллĕн тренировкăсенче ăсталăха туптанă. Техникум хыççăн ятарлă направленипе Коми АССР-не кĕрекен Усть-Илыч хулинче ĕçе вырнаçнă. Кунта вăл çĕршыври паллă спортсменпа Николай Башуковпа йĕлтĕр йĕрĕ çинче тренировкăсене сахал мар пĕрле ирттернĕ. Михаил Павловича пĕр организацин рабочийĕсем пурăнакан вырăнта спортинструктора çирĕплетнĕ. Унта вĕсем çийĕнчех каçхине çутă çутса хоккейла вылямалли коробкăна маçтăрласа лартнă. Вăхăчĕ çавăн пек пулнă: 1972 çулта СССР-Канада командисем хоккейла тупăшнă хыççăн çĕршывăн пур кĕтесĕнче те халăх çак вăййăн ытамне кĕрсе ÿкнĕ.
Усть-Илыч хулинче М.Павлов пĕр кунта виçĕ секци ĕçне йĕркелесе пынă. Кăнтăрла - йĕлтĕрçĕсемпе, ун хыççăн 18 сехетчен - шкул ачисемпе, каçхине каллех хулари рабочисен хоккей секцине ертсе пынă. Тренировка 23 сехетчен тăсăлни те пулнă.
1977 çулта Коминчен тăван яла çаврăнса килсен пĕр хушă Чапаев ячĕллĕ колхозра электрикре тăрăшнă. Çав çулхине декабрь уйăхĕнче Михаил Павлович районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче хăйĕн дистанцийĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ăмăрту вĕçленсен ун патне районти физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ Геннадий Бурмистров çитсе те тăнă. Вăл Михаил Павловича Хапăсри вăтам шкулта çамрăк йĕлтĕрçĕсен шкулне уçма сĕннĕ.
1978 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче секцине вĕренекенсем тÿрех 70-ĕн пырса çырăннă. Çав вăхăтра тренер-педагогшăн савăнăçĕпе пĕрле пăшăрханăвĕ те пулнă: шкулăн спортинвентарь бази питĕ чухăн иккен. Пĕр мăшăр йĕлтĕрпех темиçе ачана улăштара-улăштара ярăнтарнă. Районти «Урожай» спорт обществи пулăшнипе Хапăс шкулĕ валли çителĕклĕ йĕлтĕр кÿрсе килнĕ.
1978 çулхи пуш уйăхĕнче Калининăра районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Хапăс шкулĕ кунта чăннипех çитĕнÿпе палăрнă, чи пултарулли вара 10-мĕш класра вĕренекен Валерий Григорьев пулнă, аслă ушкăнри арçынсен пĕрремĕш разрядлă нормативне тултарнă.
Хапăсри ачасен спортшкулĕнче ĕç вĕресе тăнă. Пĕррехинче шкул директорĕ Виталий Николаевич Ермошкин Михаил Павлович тренера хăй патне кабинета кĕрсе тухма ыйтнă. Ертÿçĕ секцине çÿрекен ачасем япăхрах вĕренме пуçлани çинчен каланă. Тренер, Виталий Николаевич сăмахĕсене шута илсе, воспитанникĕсем мĕнле вĕреннине тĕрĕслесе пырас тĕллевпе хăй ятарлă журнал уçнă. Пурне те «2», «3» паллăсемсĕр ĕлкĕрсе пыма хистенĕ.
Михаил Павлович спорт секцине çÿрекен ачасемшĕн чăн-чăн кумир шутланнă. Вăрнар-Хапăс-Вăрнар маршрутпа иртекен чупусенче те хастарлăх кăтартнă, «Химик» стадионта хĕлле йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене хутшăннă. Спорт шкулĕнче ĕç-пуç лайăхланса пынă вăхăтра йĕлтĕр базине çаратса сăтăр тăвас текенсем те тупăннă. Анчах та Михаил Павлович ал усма шутламан, çухалнă инвентарь вырăнне «Спринт», «Тисса» фирмăсен йĕлтĕрĕсене кÿрсе килнĕ. Çулла тренировкăсене тухма Вăрнарти спорт шкулĕн директорĕ Геннадий Александров, 19-мĕш СПТУ-ра ĕçлекенсем пулăшнипе йĕлтĕр-роллерсемпе те тивĕçтернĕ. Республикăри «Пионер сасси» тата районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатсен эстафетисем те çулсерен иртнĕ. Малти вырăна тухассишĕн Кÿстÿмĕр, Пăртас, Вăрнар, Хапăс шкулĕсен спортсменĕсем çивĕч тупăшнă. Хапăссем вара вуншар çул чемпион ятне çĕнсе илсе пынă.
1980 çултан Михаил Павлович тренер пысăк разрядлă спортсменсене катари пысăк ăмăртусене хутшăнтарма тĕллев лартать. Анчах та ĕмĕте пурнăçлама базăри инвентаре каллех тĕпрен çĕнетмелле-çке. Çавна май вĕсем çулла виçĕ çул çĕр ĕçĕпе тăрăшса колхоз уйĕнче купăста, çĕрулми çитĕнтернĕ, укçипе çĕнĕ йышши инвентарь туяннă.
1982 çул тĕлне Юрий Тикинев, Владимир Васильев, Александр Скворцов, Виталий Михайлов Чăваш Республикин паллă спортсменĕсен йышне кĕнĕ. Пултаруллă яш-кĕрĕме М.Павлов Мурманск облаçĕнчи «Первый снег» йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне икĕ эрнелĕх илсе кайнă. Хапăсри ача-пăча спорт шкулĕ спорт мастерĕсемпе кандидачĕсене те сахал мар çитĕнтернĕ. Вĕсем: Галина Павлова, Владимир Тикинев, Николай Созонов, Эльвира Чугунова ?Тикинева%, Сергей Иванов, Филипп Почемкин, Владимир Скворцов, Нина Николаева. Чăваш ен чемпионĕсем - Михаил Скворцов, Владимир Скворцов.
Кунта пĕрремĕш разрядлă спортсменсене çулсерен 5-6 ачана хатĕрлеççĕ. Наци кросĕ тата республика чемпионачĕсем хапăссем хутшăнмасăр пĕр çул та иртмен. Тата вăйлăрах спортсменсем Омск, Череповецк, Апатиты хулисенче йĕркеленĕ тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. Спорт шкулĕнчен вĕренсе тухнисем Тăван çĕршывăн шанчăклă хÿтĕлевçисем пулни пирки те манмалла мар. Афганистан вăрçине Александр Малицкий хутшăннă. Чечня вăрçинче Андрей Сюмайкин, Вячеслав Павлов, Андрей Шляпкин, Иван Михайлов пулнă. Халĕ Украина çĕрĕ çинче фашистла нацистсене хирĕç ятарлă çар операцин задачисене Юрий Е., Дмитрий Т., Дмитрий Ш., Юрий Г. тата ытти хăюллă çынсем пурнăçлаççĕ.
Ĕмĕр тикĕс килмест. 2007 çулхи çулла алхаснă çил-тăвăл Михаил Павловичăн кил-хуçалăхне пĕр самантра ишĕлтерсе хăварнă.
2014 çулта кил-çурта ăнсăртран вут-кăвар ярса илсе кĕллентернĕ. Çав йывăрлăхсенчен тухма чи малтан унăн воспитанникĕсем тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă. Синкере çирĕппĕн чăтса ирттернĕ, Хапăсри ачасен спорт шкулне те малаллах ĕçлеттернĕ. Çакăншăн ăна ачасен ашшĕ-амăшĕсем пурте питĕ хисеплеççĕ.
Михаил Павлов йĕлтĕрçĕсен чăн-чăн тренерĕ, хастар учитель-педагог. 47 çул хушшинче Вăрнар тăрăхĕнче йĕлтĕр спортне çÿле çĕклерĕ. Паянхи кун та вăл Хапăсри ачасен спортшкулĕн журналĕсене хăйĕн архивĕнче упрать, унта - тĕрлĕ ăрăвăн историйĕ. Михаил Павловича Раççей тата Чăваш ен Физкультурăпа спорт министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă.
Федор КУЗЬМИН
Декабрь 2024 |