Паллах, онкологи
чирне малтанхи тапхăрта тупса палăртсан сиплев ăнăçлăрах.
Рак 100 ытла чир-чĕрĕн пĕтĕмĕшле ячĕ. Онкологи организмăн кирек мĕнле пайĕнче те аталанма пултарать.
Тĕп сăлтавсем: канцерогенлă веществосен, ультрафиолет витĕмĕ, пирус туртни, тĕрĕс мар апатланни, вирус, инфекци, çавăн пекех паразит чир-чĕрĕсем çулăхни, сахал хускални, йăхра чирлĕ çынсем пурри.
Çулсем иртнĕçемĕн иммун системин вăй-хăвачĕ чакать, ракпа чирлес хăрушлăх ÿсет. Экологи проблемисем те, çутçанталăк витĕмĕ те сывлăха хавшатма пултараççĕ.
Иммун системи çирĕп пулсан организмăн чирпе кĕрешеслĕхĕ ÿсет, усал шыçăсем аталанас хăрушлăх пĕчĕкленет. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пĕлтерĕшлĕ.
Йĕркеллĕ апатланманни онкологие пуçаракан тĕп факторсенчен пĕри. Фастфуд тата тĕтĕмленĕ, консервант, трансçу пур апат-çимĕçе çиме, «газировкăна» ĕçме кирлĕ мар. Алкогольлĕ шĕвексене вуçех те ăша ямасан аван, мĕншĕн тесен эрех-сăра пĕвере тата вар-хырăм органĕсене сиенлет.
Пирус мăкăрлантаракансен рак аталанас хăрушлăх пысăк. Чĕлĕм тĕтĕмне сывлакансен те сывлăхĕ хавшать. Организма наркăмăшлантаракансем шутне тата вейпсем, электронлă сигаретсем е кальянсем кĕреççĕ.
Рак аталанас хăрушлăх чактăр тесе специалистсен çак сĕнĕвĕсене пăхăнмалла:
тÿррĕн ÿкекен хĕвел пайăркисем айĕнче нумай вăхăт пулмалла мар,
гормонсем пур препаратсене харпăр хăй тĕллĕн ĕçме юрамасть,
7 сехетрен кая мар çывăрмалла, йĕркеллĕ канни стрессемпе кĕрешме пулăшать,
пепкене ĕмĕртни кăкăр ракĕпе чирлессинчен хÿтĕлет,
кунне 30 минутран сахал мар физкультура хусканăвĕсем тумалла.
Диспансеризаци, медицина тĕрĕслевĕсем сывлăха упрама пулăшаççĕ, мĕншĕн тесен профилактика мероприятийĕсем чухне усал шыçăсене тупса палăртакан онкоскрининг витĕр тухма пулать. Час-часах пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăрсенчи рак паллисем курăнмаççĕ, çавăнпа та вăхăтра диагностика туни кун-çула вăрăмлатма пулăшать.
Надежда ПЕТРОВА,
Вăрнар район
тĕп больницин
тĕп врачĕн заместителĕ
Март 2026 |
