Ашшĕ-амăшĕсемпе тăван тĕпренчĕкĕсем хушшинчи хутшăнусем те - хăйнеевĕрлĕ ĕç. Вĕсене тĕрĕс йĕркеленинчен çемьери ăнланупа килĕшÿ, телейпе ăнăçлăх килет.
Ачасемпе çамрăксен ăс-тăнĕпе кăмăл-туйăмĕ çирĕпленсе-йĕркеленсе кăна пырать. Тыткаларăшĕ кашнин тĕрлĕрен, шухăшĕсем улшăнуллă, ыррипе усаллине шанчăклă уйăраймаççĕ. Çавăнпах аслисен хăйсем çине тĕп яваплăха илмелле.
Ачасене асăрхав çеç мар, уйрăмах тимлĕх çав тери кирлĕ. Мĕнле йĕркелемелле-ха хутшăнусене, епле хÿтĕлемелле çамрăксене усал пулăмсенчен - Вăрнар район тĕп больницин медицина психологĕ Елена МИНАЕВА сĕнÿсем парать:
- Тăван кил ачашăн чи хăтлă, ăшă вырăн пулмалла. Пурнăçри кирек мĕнле лару-тăрура та кунта вăл хÿтлĕхпе ăнлану, лăпкăлăх туптăр. Йывăрлăхсем çинчен манма, малалла утăмлама çĕнĕ вăй илме пултартăр. Енчен те ашшĕ-амăшне шанни ачаран йĕркеленсе çирĕпленмен-тĕк, çамрăклăхра çакă татах та çивĕчленет, ютшăну туйăмĕ ÿсет. Çавăнпа та пĕр-пĕрин хушшинче тĕрĕслевлĕ мар, ăшă та ăнлануллă хутшăнусене тытса пыни пĕлтерĕшлĕ.
Мĕн çинчен шарламаççĕ-ха ачасем/ Мĕнле вăрттăн шухăшсем канăç памасăр пултараççĕ вĕсене/
«Манăн правасене хĕсĕрлеççĕ» - «Мана пулăшу кирлĕ».
«Эпĕ чăнкă» - «Эпĕ ăнăçсăр».
«Эпĕ илемлĕ мар» - «Эпĕ хамăн сăн-сăпат пирки пăшăрханатăп».
«Эпĕ пĕчĕк мар» - «Тĕрĕсмарлăха чарăр».
«Мана ан «пусар» - «Ăнлантарăр: мĕншĕн/»
«Президент пулатăп» - «Эпĕ кам пулассине пĕлместĕп»
«Тунсăхлă та, савăнăçлă та мар...» - «Манăн тантăшсен ушкăнне явăçас килмест»...
Кусем çамрăксен пуçĕнче явăнакан шухăшсемпе хирĕçÿсен пĕр пĕчĕк пайĕ кăна. Вĕсем татах та тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ ăнлансан, ача хăйĕн пăшăрханăвĕнче пĕччен пулнине туймĕ. Енчен те вăл сире шанса мĕн те пулин каласа парать пулсан, чармасăр, тимлĕ итлемелле, унпа килĕшмелле. Ун шухăшĕсене хак памалла мар, критиклеме юрамасть. Çапла эсир çамрăка унăн пурнăçне хаклавсăр йышăннине ăнланма паратăр. Эсир ывăлăра е хĕре яланах итлеме-ăнланма хатĕррине кăтартатăр. Результачĕ вара - çывăх çынсем хушшинчи шанăçлă хутшăнусем.
Тепĕр чухне ача кутăнлашма, хирĕçлеме пăхать пулсан та, ăна яланах хавхалантарма тăрăшăр. «Туятăп, эсĕ халĕ кăмăлсăр, тарăхатăн ?кÿренетĕн, пăшăрханатăн%. Сана çăмăл мар. Анчах эпĕ санпа яланах юнашар, мĕнпе те пулин пулăшма пултаратăп пулсан, кала кăна», - тейĕр. Ача хăй йышăнĕ: пулăшу ыйтмалла-и е ку йывăрлăха хăех çĕнтерĕ. Анчах вăл йывăр чух пĕччен маррине, хăйĕн шухăш-кăмăлне уçса пама май пуррине ăнланĕ. Хăйне хÿтлĕхре туйĕ.
Ноябрь 2024 |