Вăрнар тăрăхĕнчен ятарлă çар операцине пулăшу тăтăшах ăсанать. Ял çыннисем те пĕрлехи ĕçе май пур таран хăйсен тÿпине хывма тăрăшаççĕ. Хирпуç тăрăхĕнче пурăнакансем те Çĕнтерÿшĕн хытах тимлеççĕ. Çак эрнере вĕсем патĕнче пулма тÿр килчĕ
Ыттларикун вĕсем станок çинчен шăпах та «юбилейлă» 60-мĕш сеткăна антарчĕç. Ăна куç умĕнче çыхса пĕтернĕрен, маçтăрсен ăсталăхĕнчен, хăвăртлăхĕнчен питех те тĕлĕнтĕм. Аллисем ĕçе чăннипех хăнăхнă - выляса кăна тăраççĕ: сеткăн тăваткалĕсем хупланса та хупланса пыраççĕ.
Хирпуçсем çĕнтерÿллĕ ĕçе пĕлтĕрхи март уйăхĕнчен тытăннă. Çулталăк вĕçлениччен туслă ушкăн 33 хÿтĕлев сечĕ çыхнă тата 678 окоп çурти хатĕрленĕ.
Тăрăшакансем нумаййăн. Ĕçе килнĕ пек кашни кунах ирпе ирех клубра пуçтарăнаççĕ вĕсем. Хăшĕсен мăшăрĕсем, ывăлĕсем, шăллĕсем ятарлă çар операцийĕнче çапăçаççĕ. Ытларахăшĕн вара фронтра никам та çук, апла пулин те вĕсем пархатарлă ĕçрен пĕр кун та юлмаççĕ. «Эпир пурте миршĕн, пирĕн çĕршывра, пĕтĕм тĕнчипе туслăх хуçалантăр, ачасем телейлĕ пулччăр»,- теççĕ вĕсем.
Шăкăл-шăкăл калаçнăçем ĕç ÿсĕнсе те ÿсĕнсе пырать. Хĕрарăмсем политикăна ытла кĕрсе каймаççĕ, кил хуçалăхĕ, ачисем, çемье пирки калаçаççĕ. Тепĕр чухне музыка çемĕпе тимлеççĕ вĕсем. Ытларах вара - хăйсем юрăсем шăрантараççĕ. Кĕвĕ-çемĕ кăмăла çĕкленине пытармаççĕ. «Çĕнтерÿ çулĕнчи» статьясене те сÿтсе яваççĕ. Сетка çыхма çÿрекенсенчен пурте тенĕ пек хаçат çырăннă. Почтальонка та вăхăт тупса тăтăшах салтаксене пулăшас ĕçе хастар хутшăнать.
Хирпуç, Рункă ялĕсен тыл паттăрĕсене те ятранах асăнас: Лидия Харитонова, Зоя Васильева, Ирина Никифорова, Вера Краснова, Оксана Давыдова, Альбина Семенова, Зоя Никифорова, Любовь Александрова, Елизавета Георгиева, Людмила Васильева, Мария Мышкина, Надежда Михайлова, Валентина Феофанова, Валентина Краснова, Валентина Спиридонова, Ольга Никифорова, Зоя Тимофеева, Алина Илларионова, Альбина Николаева, Фаина Романова, Роза Платонова, Людмила Кузьмина.
- Çĕнĕ çул каникулне те тухăçлă ирттертĕмĕр, хастарсем тăршшĕпе канса ларас мар терĕç. Уяв кунĕсенче 15 сетка çыхрăмăр. Вĕсене тунтикун «Находкăна» кайса леçрĕмĕр. Сетка çыхнипе пĕрлех окоп çуртисем хатĕрлес ĕç те пырать, - пĕлтерчĕ йĕркелÿçĕсенчен пĕри Алина Илларионова.
Вĕсем çыхнă сеткăсене фронтри ентешĕсем те ырлаççĕ. «Видео ярса патăмăр та шанчăклă хÿтĕлев пулнине çирĕплетрĕç»,- терĕç волонтерсем. Хальхи çыху мелĕ уйрăмах çирĕп пулса пынине палăртрĕç вĕсем. Тĕсĕсене те çар операцийĕ вырăнĕнчи çанталăка кура суйлаççĕ.
Маларах хирпуçсем 13 метр тăршшĕллĕ сеткăсем хатĕрленĕ. Халĕ ытларах - 6 метр çурăллисем. «Материал пĕтсен ахаль ларас килмест. Кун пек чухне кÿршĕлле Канаш округĕнчи Ачча ялĕнчен кивçенле кайса илетпĕр. Çĕрпелсем те пулăшнăччĕ. Ытти пунктсемпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр», - кăмăллăн пĕлтереççĕ вĕсем. Каникул вăхăтĕнче, ак, окоп çурти валли банкăсене Калинино шкулĕнчен кайса илнĕ. Вăрнарти столовăйсем те банкăсене волонтерсем валли пуçтарса пыраççĕ.
- Иртнинче «ZOV Вурнары» ушкăн Вăрманкас каччине, отпускран çар служби вырăнне таврăннăскере, гуманитари пулăшăвĕ парса янăччĕ. Фронтри сăнÿкерчĕкре хамăр çыхнă сеткăна курсан питех савăнтăм, хĕрсене те каласа хавхалантартăм. Эппин, эпир тăвакан ĕç усă паратех», - терĕ Алина Илларионова.
Вăл сетка çыхма çÿрекенсене кăна мар, пĕтĕм ял-йыш ячĕпе те ырă сăмахсем каларĕ. СВО валли пулăшу кирлĕ чухне кашниех тенĕ пек укçа-тенкĕпе пулăшма тăрăшнине палăртрĕ. Пĕлтĕр хирпуçсем фронт валли посылкăсем те ăсатнăччĕ, вĕсене нуски-алсиш, кĕпе-тумтир, апат-çимĕç тултарнăччĕ. Çакă ĕнтĕ вăл пĕрлĕх.
Çĕнĕ çул умĕн вара Хирпуçĕнчи культура çурчĕ республикăри акцие хутшăннă. «Ачасемпе салтаксем патне çырусем çыртăмăр, пĕрле нускисем, пылак çимĕç чикрĕмĕр. Кашни çыруне вуларăм. Ачасем кашни сăмахне витĕмлĕ çырнă. Вуланă чухне куççуль те тухрĕ. Кĕçĕннисем те лару-тăрăва ăнланни савăнтарать»,- терĕ Алина Николаевна.
Хирпуçсем те ытти çĕрти пекех Çĕнтерÿ Раççей çарĕн аллинче пултăр тесе чарăнми тăрăшаççĕ. Кашни маскировка сетки салтаксен пурнăçне çăлтăр тесе кĕл тăваççĕ. Пулăшу кунран кун ÿссе пырать.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Январь 2025 |