Çăварни эрни вĕçленсе пырать.
Малалла аслă типĕ вăхăчĕ пуçланать. Çăварнипе çыхăннă йăла-йĕрке мĕн авалтан пырать. Тĕне кĕриччен чăвашсем çак уява икĕ эрне паллă тунă.
Пĕрремĕшĕ аслă çăварни, иккĕмĕшĕ кĕçĕн çăварни шутланнă. Каярах православи тĕнне йышăнсан вырăссен «масленица» праçникĕпе пĕр килме пуçланă, пĕр эрнене юлнă. Çăварни пурнăçăн çĕнĕ çаврăнăшĕпе, хĕле ăсатса ярса çуркуннене çул панипе çыхăннă.
Уяв пуçлансанах кашни килтех икерчĕ пĕçернĕ. Вырăс халăхĕн вăл хĕвел символĕ пулсан, чăвашсен тулли уйăха пĕлтернĕ. Унсăр пуçне пĕр-пĕрне мăйăрпа, хĕвелçаврăнăшпа сăйланă. Уйрăмах çăварни эрнинчи юлашки вырсарникуна анлă паллă тунă. Ир-ирех ятарлă вырăна ачасемпе çамрăксем пухăннă. Вĕсем сăрт тăрринчен çунашкапа ярăннă. Пĕрремĕш ярăнса анакан ачана «шыв çулĕ уçакан» тенĕ. Кунĕпех кунта хаваслă сасăсем янăранă. Ачапча тĕрлĕ вăйă выляса савăннă. Тĕслĕхрен, шăнса пăрланнă муклашкапа пĕр-пĕрне ураран тивретмелле. Каçхине кивĕ çунашка çине лартнă «çăварни карчăкне» çунтарнă. Çак йăлана пĕтĕм усал-тĕселтен, чир-чĕртен, япăххинчен тасалнипе çыхăнтарнă.
Кашни килтех çăварнине кĕтсе илме малтанах хатĕрленнĕ, техĕмлĕ сăра вĕретнĕ, тулăх сĕтел пуçтарнă. Çак вăхăтра килекен пĕрремĕш хăна чи хисепли шутланнă. Ăна тĕрленĕ минтер çине лартнă. Вăл пăркаланмасăр тÿрĕ ларсан чăхсемпе хурсем чĕп лайăх кăларĕç тесе ĕненнĕ.
Чи савăнăçлă самантсенчен пĕри - лаша кÿлсе çуна çинче ярăнни. Лашасене тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, тĕрленĕ алшăллисемпе, шăнкăравсемпе илемлетнĕ. Çамрăк каччăсем хăйсене килĕшекен хĕрсене ярăнтарнă. Лаша юрттипе çăварни юррисем юрланă. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Кÿршĕ ялти тăван-пĕтенсем патне те çитме тăрăшнă.
Ачалăхри асра юлнă пулăмсенчен пĕри шăпах çăварни уявĕпе çыхăннă. Халĕ те куç умĕнче: эпир тăвансемпе пухăнса пĕр çуна çине тиентĕмĕр. Пире, ачасене, шăнса каясран утиялпа витрĕç. Çапла çĕкленÿллĕ кăмăлпа аякри тăвансем патне хăнана вĕçтертĕмĕр. Тăвансемпе ăшшăн калаçса, сĕтел хушшинче кăмăллăн ларса çăварнине ăсатрăмăр. Киле каçкÿлĕм çеç çаврăнса çитрĕмĕр. Мĕнле кăсăклă пĕчĕк çулçÿрев пулчĕ. Нихăçан та асран тухас çук. Шел, хальхи вăхăтра çак йăла-йĕркесем пĕчĕккĕн манăçса пыраççĕ.
Çак уявпа çыхăннă халăх паллисем: çăварнин юлашки кунĕнче хĕвеллĕ пулсан, пÿрт тăррисенчен нумай тумла пăрĕ çакăнса тăрсан - лайăх тухăç пуласса. Çăварни эрнинче тăршшĕпех хĕвеллĕ çанталăк пулсан - çуркунне ир килет, çулла шăрăх пулать.
Оксана
СЕМЕНОВА
Март 2025 |